АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимĕр çапла хĕрнĕ

14 октября 2016 г.

 Вĕçĕ

Пĕлме.Çар завочĕсенчи рабочисем ĕçĕ йывăр пулсан та йывăрлăхсене чăтăмлăн тỹссе ирттернĕ. Вăрçă пĕтсен пурнăç чылай çăмăлланасса кĕтнĕ. Анчах çакă кăлăхах пулнă: хăрушă саккунсене пăрахăçламан. Çар саккасĕсем пĕтнĕ, ĕç укçи тỹлеме пăрахнă заводсенчен çынсем нумайăн пăрахса тарма тытăннă. Суд органĕсем вара пĕр шелсĕр çав çынсене тыта-тыта тĕрмене хупнă. Тĕпчевçĕсем Совет Союзĕнче 1940 _ 1956 çулсенче 18 миллион çынна айăпланă тесе шутлаççĕ. Вĕсенчен пĕри _ пирĕн ентеш Василий Маркиданов.

Ирĕкре

Читлĕхри пурнăç пыл та çу пулсан та хĕрхỹ. Ирĕкре вара хура çăкăр татки те тутлă, чĕрене пырать. 1947 çулхи январьте Василий Маркиданова, менельникре, çирĕм çиччĕ тултарса çирĕм саккăра пуснă кун, ĕçлесе юсанмалли лагерь управленийĕн кадрсен пайĕн начальникĕ Стариков лейтенант подписка срокĕ пĕтнĕрен ĕçрен хăтарнă пирки кăларнă приказа çырнă ĕç кĕнекине тыттарать: "Ирĕке тухатăн". Çапла вунă çул хĕн-хур çулĕсем тăрăх хăйĕнчен килмен сăлтавсемпе тĕнче касса çỹренĕ хыççăн пирĕн Васили тăван ялне таврăнать. Хальхинче вара унчченхи пек вăхăтлăха мар, яланлăхах. Çапах тем савăнмалли çук унта. Çурт пушаннă: амăш çук, вăл çĕре кĕни пилĕк çул; икĕ йăмăкĕ качча кайнă; ашшĕ тепре авланнă та кỹршĕ ялта пурăнать. Унăн халĕ хăйĕн çемйи _ çĕнĕ арăмĕ тата тăватă ачи. Тăван килте çирĕмри пĕр кĕçĕн хĕрĕ кăна юлнă. Вăрçă чарăнни тахçанах пулсан та ялти пурнăç çав-çавах йывăр.

Пурăнмалла! Чĕрĕ çын амалет. Кĕçех Васили ялти акушер пунктĕн-че фельдшер шкулĕ хыççăн направленипе ĕçлеме килнĕ Зоя Карповнапа, Çĕрпỹ район хĕрĕпе çемье çавăрать. Вулаканшăн малалла хăй каласа пани интереслĕ- рех пек туйăнать. Çавăнпа ăнах итлер: "Çемьене тăрантармалла, хуралтăсене çĕнетмелле, выльăх-чĕрлĕх тытмалла...Маншăн пурнăç пуçланать кăна. Çар заводĕнче токарь ĕçне вĕреннĕрен Первомайскинчи РТСа кайрăм. Ĕç тупăнчĕ мана валли _ çĕмрĕлнĕ ял хуçалăх техникине юсаса тăмалла. Çав вăхăтрах Каншелне качча кайнă йăмăкăн упăшки, Николаев кĕрỹ, мана комбайнпа ĕçлеме хистет, хăй патне пулăшакана пыма чĕнет. Ун чухне пĕрремĕш хут хăй тĕллĕн çỹрекен тĕш-тырă комбайнĕ килнĕ иккен. Вырма вăхăтĕнче юсав ĕçĕсем нумаях мар: мана хирте ĕçлеме те чармарĕç. Çапла эпир кĕрỹпе Ишлĕ-Шетмĕри "Маяк" колхозра пилĕк ĕççи ирттертĕмĕр. Ун чухне хуçалăхсен хăйсен техники пулман, РТС-ран янă бригадăсем сухаланă, акнă, вырнă, пуçтарнă. Колхоз председателĕнче Яков Львович Зверевчĕ. Вăл çамрăк чухне Патăрьел районĕнче "Авангард" хаçата никĕслесе яракансенчен пĕри пулнă. Çак тап- хăрта "лайăх ĕçлеççĕ" тесе пирĕн çинчен район хаçатĕнче статья та кăларнăччĕ.

1958 çулта пирĕн колхоз хамăр ялта пилорама лартма шутланă. Мана çав ĕçе йĕркелесе яма ыйтрĕç. Хирĕçлемерĕм. Ĕçĕ хамăр ялта, ют çĕре çỹремелле мар. Çемьере те ачасем хутшăнса пыраççĕ. Пилорамăна Именкассинчен, хамăр колхозăн тепĕр бригадинчен илсе килмелле. Тихон Петрович тесе чĕнекен тетепе бетон ярса никĕсне ятăмăр, вырнаçтартăмăр. Пăчăкисене РТСа илсе кайса шăтарса килтĕмĕр. Мана токаре вĕренни кунта та пулăшрĕ темелле. Çапла пирĕн пилорама ĕçлесе кайрĕ. Унпа 60 сантиметр хулăнăшлă кĕрешсене те çураттăмăрччĕ. Кун пекки вăл питĕ сайра ун чухне. Сăмахран, юнашарти Каншелĕнче те, Çĕньялта та 40 сантиметрлă кăна пулнă.

Тепĕр çултан пирĕн таврари ултă яла пĕрлештерсе "Герой" ятлă мăн колхоз туса хучĕç. Председательне Пикшик тутарне Энвер Сармаева лартса хучĕç. Питĕ тăрăшуллă та хастар çынччĕ. Вăл ĕçленĕ вăхăтра колхоз районта кăна мар, республикăра малта пыраканнисен шутне кĕчĕ. Хуçалăх ячĕ кĕрлесе кăна тăнă. Пĕтĕм вăя пĕр чăмăра пухни пулăшнă пулас. Çак Сармаев, пур яла та çывăх пултăр тесе-и, пирĕн Кĕçĕн Арапуçĕнчи пилорамăна колхозăн центрне куçарттарчĕ. Çапла эп пысăк хуçалăхăн аслă рамщикĕ пулса кайрăм. Ĕçлекен ушкăн та пысăкланчĕ: мансăр пуçне тата 7 рабочи вăй хуратчĕ. Пушă ларма пĕр самант та пулман. Ун чухне колхозра строительство вăйлă сарăлса кайрĕ. Кашни комплекслă бригадăра çĕнĕ витесем, кĕлетсем, гаражсем тăватчĕç. Кĕркунне çурт-йĕр кăшкарне туса лартатчĕç, февральте платник ĕçсем пуçланатчĕç. Эпир хĕлĕпе хăма çураттăмăр. Унсăр пуçне ял çыннисем те пĕчĕккĕн кирпĕчрен çуртсем лартма пикенчĕç. 60-мĕш çулсенче пурнăç тинех йĕркеленес енне кайрĕ. Анчах стройматериалсене магазинтан илме май çук. Çавăнпа ял çыннисем нумайăн килетчĕç. Ку çеç те мар-ха, ют çĕртен йышлăн пыратчĕç: Тăрăн колхозĕпе ял çыннисем, Первомайскинчи крахмал завочĕ, Шăхальсем... Канмалли кунсем вуçех пулман. Тĕррĕссипе каласан, калăм кунне те ĕçрех ирттернĕ..."

Ман алăра _ В.Маркидановăн 1965 çулта "Герой" колхозра уçнă ĕç кĕнеки. Ун чухне кунта ĕç минимумне 224 кун тесе йышăннă. Е çулталăкра колхозникăн çакăн чухлĕ кунран кая мар ĕçе тухмалла пулнă. "Плана" тултарайманнисене тĕрлĕ енчен, килти пахчине касса илесси таран, хĕсĕрлеме пултарнă. Маркидановăн вара мĕнле-ши? Ун кăтартăвĕсем тĕлĕнмелле! Çулталăкра 400 ытла ĕç кунĕ пухнă, 500 ытла, 600 ытла ĕç кунĕсем те пур. Пĕр çулхине 830-а çитнĕ. "Планпа пирĕн бригадăн кунне мачча-урай хăмисене 13 кубла метр çурса кăлармалла,_ аса илет Василий Петрович._ Чус хăмасем пулсан 12 кубла метр. Кĕскерех йывăçсем лексен, вунна кăна хăварнă. Мĕншĕн тесен, ĕçĕ чăкăлтăшрах. Анчах эпир ăна пăхса тăман. Васкавлăрах хушусем пулсан, кая юла-юла çурнă. Уйăха 500 кубла метр та пуçтарăнатчĕ. Ку вăл пĕр делянка хыр, чăрăш, хурăн е тата ăвăс пулать. Çынсен нушине те чĕре патне илнĕ, ĕç вĕçленчĕ тесе тăман, мĕн вăхăт çитнине пăхман. Çуратпăр тесен, яланах сăмаха тытнă. Ахаль чухне пилорама пăчкисене кунне пĕрре-иккĕ улăштарнă. Тепĕр чухне тăваттă та. Рамăна ĕçлеттернĕ вăхăтра мăкалнă пăчкăсене хăйраса хума та ĕлкĕрнĕ. Пĕринче çапла колхоз председательне Сармаева хăйне валли (ун çурчĕ çунса кайнăччĕ, патшалăхран пулăшу панă, çĕнĕ пỹрт лартатчĕ) пĕр кунта тĕрлĕ хăмапа бруса 25 кубометр çурса панăччĕ. Уншăн ахаль чухне икĕ кун айланмалла. Каçпа килчĕ те ĕненмест вĕт эпир кун чухлĕ çурса кăларасса".

Паян та алăра _ çава, кỹме урапи...

Пурĕ Василий Маркиданов колхоз рамщикĕнче пĕр улшăнмасăр 29 çул(!) тăрăшать. Пенсине тухсан та виçĕ çул ĕçлет. Колхозăн юлашки председателĕ ирĕк парсан унтах юлма кăмăлĕ пур. Сывлăх пулсан хăнăхнă ĕç вăл хаваслăх кăна... Кайран хуралта тăрать, колхозăн ытти ĕçĕсене хутшăнать. Ĕç кĕнекинче вăл çитмĕлте чухне те производствăна хутшăнни паллă.

_ Ватăлнă ĕнтĕ, килте кăна лармалла пек. Çапах пĕр самант та ĕçсĕр тăраймасть, _ калаçать хăйĕнчен пилĕк çул кĕçĕнрех мăшăрĕ Зоя Карповна упăшки пирки. _ Пĕлтĕр кĕркунне пĕр начаркка вăкăр илнĕччĕ. Халь пысăкланчĕ ĕнтĕ. Кĕркунне пусма та вăхăт çитет. Çавăн валли çăва тухнăранпа кашни кун ик кустăрмаллă кỹмепе симĕс утă туртать. Çул айккисенчен, çырма-çатраран пухать. Çави ялан хăйĕнпе. Çурли те лав çинчех.Тĕлĕнмелле унпа... Каçпа вара телевизорпа çĕнĕ хыпарсем пăхма ларсан тĕлĕрсех каять. Мĕн те пулин çĕвĕ çĕлемелли тупăнсан, ыйхи çук: çỹр çĕр те çитет, пĕрре те иртет...

Тĕлĕнсе пĕтерме çук Ваççа тетерен. Вăл тата ăста çĕвĕç те иккен. Килĕнче 1930 çулта ашшĕ туяннă машина пулнă та, ỹркенмен çын _ ăста, вăтанман çын юмăç _ пулнă тенĕ пек, ачаллах çĕлеме хăнăхнă. Алăпа çĕлемелли çĕвĕ машини халĕ те чип-чипер упранать. Умне лар та, çĕле те çĕле. Чылайăшĕ майра кĕпинчен ытла çĕвĕ тăваймасть. Василий Петрович вара унпа хулăм тирсенчен кĕрĕксем çĕленĕ. Çемье валли те, çын валли те. Пĕринче тата 150 номерлĕ йĕппине лартса çăкăр пĕçерекен пекарьнăри ремене те çĕлесе панă иккен. "Сакăр ача çуратса эпир лавккаран кĕпе-йĕм илсе курман, пурне те ашшĕ çĕлесе-сапласа тăнă, _ кăмăлтан калаçать Зоя аппа._ Арçынсем вăхăтĕнче ялĕпех пирĕн пата килсе галифе шăлавар çĕлеттеретчĕç. Ун чухне диагональ текен чаплă материал пурччĕ. Мĕн чухлĕ карттус, çĕлĕк çĕлемен пулĕ тата! Халĕ те хĕлĕпе машина умĕнче: хулăнрах материалсем тупать те вуншар мăшăр алса тулĕ хатĕрлет. Хĕрачасем пăрахнă çỹллĕ атă кунчисене касса илет те урана тăхăнма тапочкисем майлаштарать... Унчченрех сурăх тирĕсене те вăл хăйех тăватчĕ. Ондатрсенчен те йĕрĕнсе тăман. Пĕтĕмпех ашшĕнчен вĕреннĕ".

Васили тете ỹркенсе тăракан çын мар. Вăшăл-вашăл верандăри шкапран хăй аллипе тунă тирсенчен хăй çĕленĕ кĕрĕкне, çĕлĕкне, картусĕсене илсе кĕрсе тăхăнса кăтартать. Вĕсем халĕ те çĕнĕ. Шел, моди кăна хыçа юлчĕ.

Турă пĕр парсан пĕр çыннах темле талант та парать. Пирĕн ялта (Сăкăтра) ĕлĕкрех тĕлĕнмелле пултаруллă çын _ Федор Иванович Пирогов _ пурччĕ. Тем чуль вĕреннĕ çын та пулман вăл. Анчах таврари чаплă столяр шутланнă. Вăлах ăста платник. Вăлах пултаруллă тимрĕçчĕ. Ку çеç мар, утарçă та, сунарçă та. Пĕрлех сăвăç та ялкор.

Пирĕн очерк геройĕ та çавăн йышши. Василий Петрович тата кăçатă та çапса курнă. Чăн та, кăна ашшĕнчен мар, яла килнĕ пĕр Кивĕ Чукал чăвашĕпе пĕрле ăшă мунчара тарла-тарла йăваласа хăнăхса юлнă. Алли ку ĕç патне пынăран лешĕ ăна ялсем тăрăх кăçатă çапса çỹреме те чĕннĕ-мĕн. Анчах пĕр хăнăхнă рамщик ĕçĕнчен пăрахма шутламан.

Шел те, Сăкăт чăвашĕ çитмĕлтен иртсен ытла нумай пурăнаймарĕ, сыватайман чире пула çĕре кĕчĕ. Василий Петрович вара тăхăр вуннăран иртсе те йывăр чирлесе курман. "Икĕ çул каялла грипп пекки пулса илнĕччĕ унăн пĕрре. Ура çинчех ирттерсе ячĕ ăна вăл. Иртĕнсе сăра-эрех ĕçмен, чĕлĕм туртман, _ пĕлтерет Зоя аппа. _ Давлени тени те çук унăн. Хăш чухне утă сĕтĕрсе илсе килсен е мĕн те пулин ĕçлесе ĕшĕнсен-и, электронлă тонометрпа виçсе пăхать те, яланхиллех _120-пе 70! Чăн та пĕр кăлтăкĕ пур _ виç-тăват çултанпа лайăх илтмест. Ачасем хăлхине чиксе çỹремелли аппарат та туянса панăччĕ. Унпа çỹресшĕн мар. Калаçма пулать капла, хытăрах кăна каламалла..."

Хальтерех кăна аслă суйлав кунĕ пулчĕ. Хаçатсенче унта хисеплĕ ватăсем, çав шутра 100 çула çитнисем те, хутшăнни çинчен çырнăччĕ. Паллах ĕнтĕ, килте, ятарлă урнăна илсе пырсан. Анчах пур-ши пирĕн тăрăхра тăхăрвун иккĕри арçын хĕрĕхри урçалла шурă кĕпе тăхăнса, калстух çыхса, вĕр-çĕнĕ костюм тăхăнса, суйлав участокне тăн-тăн утса кĕрсе, бюллетенсене илсе, кабинкăна кĕрсе хăйне килĕшекен кандидатурăсене суйласа, кăранташпа паллă туса сасăлакан çын? Ун пекки пĕр Маркиданов Василий Петрович кăна пуль

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика