АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăла çĕклерĕ чупу

14 октября 2016 г.

 Район халăхне физкультурăпа спорта анлăн явăçтарас, ăсталăха ỹстерес, çамрăк та малашлăхлă спортсменсене тупса палăртас тĕллевпе Первомайскинче çăмăл атлетсен тĕнче класлă спорт мастерĕн, пирĕн ентешĕн Александра Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ кросс иртрĕ. Унта 9 çултан пуçласа 70е çитнисем таранччен 300 ытла спортсмен 20 ушкăнра ăмăртрĕ. С

тарта тăракансене район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталану па-йĕн начальникĕ Н. Краснов, Чăваш Республикин çăмăл атлетикин аслă тренерĕ В. Давалов, "Тав" суту-илỹ компанин генеральнăй директорĕ И. Антонов, "Кĕрсе тух" суту-илỹ çурчĕн директорĕ А. Самакин, вĕсемпе пĕрлех "Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", 1981, 1985, 1986 çулсенчи СССР чемпионки, 5 çухрăма утас енĕпе СССР, Европа, тĕнче рекордсменки, "Раççей физкультура отличникĕ", республикăри кооператив институчĕн физвоспитани кафедрин доценчĕ А. Деверинская тата ыттисем те саламларĕç. Финиша малтан кĕрекенсене Александра Тимофеевна аллинчен Хисеп грамотисемпе парнесене илесси чыс та пулчĕ.

500 тата 1000 метрлă дистанцисенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти П. Хураськинăпа А. Ляллин, Первомайскинчи К. Петухова, Турханти К. Чемерова, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти К. Карзаков пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

40-49 çулсенчи атлетсенчен Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчи А. Смирнов, 50-59 çулхисенчен Турхан ял тăрăхĕнчи Т. Давыдов, вĕсенчен чылай çамрăкрах хĕрарăмсенчен П. Лаврентьева, Тăрăн ял тăрăхĕшĕн чупнă П. Логунова пĕрремĕш тухса савăнтарчĕç.

Вăтам шкулсемпе илес пулсан Аслă Чементи _ пĕрремĕш, Первомайскинчи _ иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи (пĕрремĕш) _ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулсем хушшинче Ишлĕри, Кивĕ Ахпỹртри, Алманчăри вĕренекенсем (йĕркипе шутласа) _ малти вырăнсенче.

Ял тăрăхĕсенчен Нăрваш Шăхальсем, Аслă Чеменсем, Первомайскисем пьедестал çине хăпарчĕç.

Кашнийĕн пухмачне республикăри спорт министерстви тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ _ ФСК "Паттăр" администрацийĕ çирĕплетнĕ дипломсемпе медальсем хушăнни кăмăллă.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика