18 октября 2016 г.
КĂÇАЛХИ Ĕç çынни çулталăкĕнче пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр Михаил Николаевич Юхма хăйĕн сумлă юблейне, 80 çулне, паллă туни çинчен вулакансене маларах пĕлтернĕччĕ. Ун чухне тăван Сăкăт ялĕнчи шкула чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе творчество çыннисем чылайăн пуçтарăнчĕç. Шăпах çавăн чухне ăна халалласа "Юхма Мишши - чăваш халăх кун-çулĕн çыравçи" ăслăлăхпа ĕçлев конференци ирттерчĕç. Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тĕрлĕ темăпа тухса калаçрĕç, ырă, ăшă сăмахсем янăрарĕç. Конференци тухăçлă та усăллă пулчĕ. Унтанпа вăхăт нумай та иртмерĕ кворум материалĕсенчен уйрăм кĕнеке пиçсе те тухрĕ. Илемлĕ хуплашкаллă паха "чун апачĕ" кашни вĕрентекен патне çитрĕ те. "Юхма çути çутатать тĕнчене" - районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ушкăнпа кăларнă пĕрремĕш кĕнеке. Кĕнекере хускатнă темăсем кăсăклă, вулама та кăмăллă. Хушса панинче вара Юхман тулли биографине, кĕнекисен списокне, ĕçне-хĕлне тĕплĕн çырнисене кĕртнĕ. Кĕнеке 128 страницăран тăрать.
Пуçаруллă та хастар вĕрентекенсене малашнехи творчество ĕçĕнче ăнăçу çеç сунас килет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)