АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта _ ял хуçалăх министрĕ

18 октября 2016 г.

 Иртнĕ эрнекун пирĕн районта ĕçлĕ визитпа ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов пулчĕ. Сергей Геннадьевич "Исток" çĕр ĕç фирмин, "Труд", "Красное знамя" ял хуçалăх кооперативĕсен, "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн, "Агромир" тата "Корма" предприятисен кĕрхи уй-хир ĕçĕсемпе паллашрĕ.

Оперативлă кăтартусем тăрăх, районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 17453 гектартан пухса кĕртнĕ. Тухăç кашнийĕшĕнчен 24,2 центнер тухнă. Çĕр улми вара 1523 гектар йышăнать. Эрнекуна ăна 1323 гектартан пухса кĕртнĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" кашнийĕшĕнчен 175-шер центнер тухать.

Сахăр кăшманне 500 гектар çитĕнтернĕ. 150-шне кăларнă. Тухăçĕ гектартан 381 центнерпа танлашса пырать.

Çулран-çул çĕнĕрен çĕнĕ культурăсем çитĕнтересси çине тимлĕх уйăраççĕ районта. Кăçал хĕвел çаврăнăшне 1260 гектар акнă. Ку ĕçпе "Агромир" пĕрлешỹ, Н. Федоровпа Ф. Тумаков хресчен фермер хуçалăхĕсем ĕçлеççĕ. Ана çинчен çуррине пухса кĕртнĕ. Тухăçĕ гектартан 13 центнер.

Кĕрхи культурăсене 5057 гектар акса хăварнă. 10802 гектарта кĕрхи çĕртме тунă.

Тепĕр 10-12 кун çакнашкал çанталăк тăрсан мĕн акни-лартнине веçех пуçтарса кĕртессе шантараççĕ вырăнсенче. Çакна куçпа курса та ĕненме пулчĕ. "Исток" агрофирмăра сахăр чĕкĕнтĕрĕпе çĕр улми, "Труд", "Корма", "Батыревский" хуçалăхсенче çĕр улмине пуçтараççĕ. "Красное знамя" предприятинче кукуруза выраççĕ.

Уй-хирсенче çĕр улми пуçтаракан 11 комбайнпа 10 копалка ĕçлеççĕ.

Хуçалăхсенче усă курман чылай çĕр лаптăкне ĕçе кĕртни те кăмăллă. Вĕсенче те килес çул тухăçлă тырпулпа выльăх апачĕ çитĕнтерессе шаннине пĕлтерчĕ ял хуçалăх министрĕ.

Çак кунах С. Артамоновпа район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов федераллă программăпа сарăнакан "Тăрăн-Кĕçĕн Арапуç" çул çинчи ĕçсемпе паллашрĕç.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика