18 октября 2016 г.
Район администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе йĕркеленĕ черетлĕ канашлу хыççăн çапла пĕтĕмлетỹ тума май пулчĕ: эрне пур енĕпе те хĕрỹ те ĕçлĕ иртнĕ. Анчах та çакă çĕнĕ ĕç эрнинче алăсене усмаллине пĕлтермест. Чăн малтанах уяр çанталăкпа усă курса уй-хирте çитĕннĕ пропашной культурăсене кăларса илесси _ паянхи тĕп тĕллев. Çакна Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев селекторла канашлура та çивĕчлетнĕ. Черетлĕ планеркăна ертсе пынă май, кун йĕркинчи тема пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине район администраци пуçлăхĕн çумĕ М. Айзатуллов та пусарсах каларĕ. "Иртнĕ эрнере бюджет организацийĕн работникĕсем кар тăрса, ир пуçласа каçченех çĕр улми уйĕнче тăрăшни хуçалăхсене пысăк пулăшу пачĕ. Çак парахатрлă ĕçшĕн ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов та тав турĕ. Уй-хирти "кĕрешỹ" малалла пырать. Ноябрĕн 4-мĕшĕччен, районти ял хуçалăх работникĕсен кунĕччен, ĕç-пуçа тирпейлесе пĕтермеллех", _ çапла тĕллев лартрĕ Марат Минсеитович канашлăва хутшăннисен умне.
Планеркăра структура подразделенийĕн кашни ертỹçи иртнĕ эрнене пĕтĕмлетрĕ, çĕнĕ эрнери тĕллевлĕ плансемпе паллаштарчĕ. Канашлура шухăша яракан ыйтусенчен пĕри каллех район хыснине кĕрекен налук пирки пулчĕ. Çулталăк вĕçлениччен шутлă кунсем çеç юлчĕç пулин те, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан та ăна пуçтарасси чылай енĕпе кайра пырать.
Кунтах районти демографи лару-тăрăвне, сывлăх сыхлавĕнчи, спорт отраслĕн- чи ĕçсене, социаллă, культура, строительство, вĕрентỹ ыйтăвĕсене те хускатрĕç, районти оперативлă лару-тăрăва та тишкерчĕç, финанс лару-тăрăвне те итлерĕç.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)