АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк вак-тĕвек пысăк хăрушлăх ан çураттăр

18 октября 2016 г.

Юлашки çулсенче пирĕн вăйлă та хăватлă Раççейĕмĕр киревсĕр пулăмсен усал витĕм-сиенне сахал мар тỹсет. Телеоператорсемпе журналистсем хатĕрлекен терроризмпа экстремизм сĕмĕллĕ çивĕч сюжетсене паян ватти те, вĕтти те пăлханмасăр пăхаймасть _ пĕр çĕрте ним айăпсăр вĕлереççĕ, тепринче пĕр сăлтавсăр сирпĕтеççĕ... Виçесĕр куççуль, юн, пĕр шелсĕр ачасемпе аслисем сивĕ çĕр айне кĕрсе выртни чуна çỹçентерет. Ун пек чухне вара ирĕксĕрех хамăра-хамăр лăплантарас тĕллевпе çапла шухăшлатпăр: "Телее, юрать-ха эпир Чăваш Енре пурăнатпăр". Инкек ют пулмасть. Çакă, паллах, хамăра-хамăр улталани çеç. Çапах та çĕр кăвапи вырнаçнă тесе хаклакан пĕчĕкех мар çĕршывăмăрти лăпкăлăхпа тăнăçлăхшăн аслă Пỹлĕхĕмĕре те, республикăри халăх ырăлăхĕшĕн тĕрĕс политика тытса пыракансене те тав тумалăх пур. Çавăнпах паян "Чăваш Ен _ терроризма хирĕç" тесе çирĕппĕнех калама пултаратпăр та. Нумай нациллĕ ытарайми Юхмапа Пăла тăрăхĕнче, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă чăваш çĕршывĕнче нихăçан та пĕчĕк вак-тĕвек пысăк хăрушлăх ан çураттăр. Çапла пултăр!

Паян терроризм общество хăрушлăхĕ пулса тăнă тапхăрта, районти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем çак темăна халăх патне мĕнле çитернипе, уйрăмах шкулсенче кучухнехи çивĕч ыйтупа профилактика ĕçĕсене еплерех пурнăçланнипе кăсăклантăм. Район полицийĕн начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе тимлекен çумĕ Владимир Киргизов калаçу темине пĕлнĕ хыççăнах сĕтел çине ал туни хулăнăш пысăк ĕç тĕркемне кăларса хучĕ. Çулталăк пуçланнăранпа хамăр район территорийĕнче терроризм сĕмĕллĕ акцисем пуласран сыхланса ирттернĕ мĕнпур мероприяти çак пысăк папкăра упранать. Рапортсенчен полици сотрудникĕсем кашни эрнере тенĕ пекех ятарлă рейдсем йĕркелени паллă. Алă айне çакланнă пĕр ĕçĕпе тĕплĕнех паллашрăм. Пĕр кунхине çеç терроризм сĕмĕллĕ ĕç-пуçа тĕпчес тĕллевпе оперативлă ушкăн сакăр объекта çитсе тĕрĕсленĕ. Вăл шутра чăн малтанах халăх йышлă çỹрекен "Юхма" пасарне урлă та тăрăх çаврăннă, туристсен базине, хăна çурчĕсене, суту-илỹпе çыхăннă кану вырăнĕсене, мăсăльман тĕнне ĕненекенсен прихучĕсене, вĕренỹ, спорт учрежденийĕсе-не тата ытти çĕре те çитнĕ. Рейд вăхăтĕнче полицейскисем урăхла шухăшлă хăтланусене е терроризм манерлĕ ĕçсене асăрхаман. Çапах та кашни коллективра пулса унăн хăрушлăхĕ пирки профилактика калаçăвĕсем ирттерни паян пĕлтерĕшлĕ те, кирлĕ те.

Хальхи вăхăтра пурнăçа çапларах хак парас килет: çĕр çинче пурăнма тепĕр чухне çĕр тус та сахал, пĕр тăшман та ытлашши пулма пултарать. Полици майорĕ Владимир Петрович усал шухăшлă çынсем пирĕн тăрăха килсе ан çакланччăр тесе хăйсем тĕллевлĕ пурнăçлакан ытти ĕçĕсем пирки те чарăнса тăчĕ. Уйрăмах пирĕн ене ĕçе вырнаçас сăлтавпа килекен ют "хăнасем" кашнийĕ шутра пулнине, вĕсем ăçта тата мĕнле çынсемпе явăçса пурăннине йĕрке хуралçисем пилĕк пỹрне пекех пĕлеççĕ, вĕсен çул- йĕрне тĕпчесех тăраççĕ. Çапла пулмалла та ĕнтĕ. Халăх полицийĕ общество тăнăçлăхĕшĕн тăрăшмалла, халăха хỹтĕлемелле. Хỹтĕлемелле тенĕрен, пĕррехинче район центрĕнчи автовокзал таврашне пакунлисем сасартăк сăнчăрласа илни паян та асрах-ха. Мĕн пулнă? Кама шыраççĕ? Мĕншĕн çынсене çурт çывăхне те ямаççĕ? Иртен-çỹрен темĕн те шухăшларĕ. Ун пек чухне çĕр çыннăн çĕр ыйту темелле. Лару-тăрăва уçăмлатнă хыççăн çеç ятарлă опер ушкăнпа кинологсем, ытти йĕрке хуралçисем "02" службăна пĕлтернĕ хыпар чăн пулманнине çирĕплетнĕ. Вокзалта выртакан хуçасăр хура хутаç çапла пурне те ура çине тăратнă. Юрать-ха, çак тĕслĕх вăйă вырăнĕнче çеç иртсе кайнă! Енчен те пĕр-пĕр таçтан тупăннă çын, террорист сирпĕтмелли хутăша пăрахса хăварнă пулсан?

Общество хăрушсăрлăхĕшĕн _ пĕрлехи вăйпа

Районпа республикăра çеç мар, Раççейре те палăрса виççĕмĕш хут чи-чи лайăх шкул шутне кĕнĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула район полицийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕсемпе çула тухма сăлтавĕ те пулчĕ. Темиçе кун каялла çеç асăннă коллективри РДШ (Российское движение школьников) хастарĕсем республикăри слета хутшăнса пĕр йышши проектпа малти вырăна çĕнсе илнĕ. Ку тĕлĕшпе пилотлă площадка шутланакан шкулшăн çакă черетлĕ çĕнтерỹ темелле. Çĕнĕ юхăма хапăл тунă хастарсем çулçỹрев-рен таврăннă хыççăнах ПДН инспекторĕпе, полици майорĕпе Л. Комиссаровапа тата Н. Петрова çамрăк инспекторпа тĕл пулса обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратакан террорла хура ĕçсен сиенĕ, çакнашкал усал пулăмсенчен мĕнлерех сыхланмалли пирки калаçу пуçарчĕç.

_ Кирек мĕнле пысăк преступлени те пĕчĕк пăтăрмахран пуçланать. Çавăнпа та шкулта çеç мар, çын йышлă çỹрекен обществăлла вырăнсенче те иккĕленỹллĕ çынсенчен, пулăмсенчен асăрханмалла, палламан граждансенчен япала таврашĕ илмелле мар, пĕр-пĕр провокацилле ĕç тума ыйтакансенчен пăрăнмалла,_ пĕтĕмлетрĕ юлашкинчен хăйĕн калаçăвне Лариса Алексеевна. Çирĕм çул çак çăмăл мар службăра тăрăшакан йĕрке хуралçи çĕршывра пулса иртекен тĕрлĕрен хурахла, террорла пулăмсене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ. Темиçе çул каялла террорист-вилĕм- çĕсем Бесланри пĕр шкулта салукшăн пин ытла çынна виçĕ куна яхăн хăратса тăнине, нушалантарнине, çак пăтăрмахра нумай ачан тата вĕрентекенĕн пурнăçĕ татăлнине те аса илчĕ инспектор. Урăхла каласан, вăрçă хушшине нихăçан та ырă кĕмест. Турă панă кашни кунăн илемĕпе киленес тесен усал вăйсене пĕрле сирмелле. Хаклав

И. ТЕРЕНТЬЕВА, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕн çумĕ:

_ Пирĕн шкул йышĕпе районта чи пысăкки шутланать пулин те, ачасене пур енлĕ воспитани пама тăрăшатпăр. Ку тĕлĕшпе пирĕн майĕ-шывĕ те çителĕклĕ, педагогсем те опытлă. Тĕрлĕ çулхи вĕренекенсемпе районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инкспекторĕсем право йĕркине пăсса преступлени тунинчен хăтăлмалли çул-йĕрсем, наркотикпа наркотик евĕрлĕ хутăшсем мĕн патне илсе пыни, эрех-сăра, чикарккă сиенĕ пирки калаçусем ирттернипе пĕрлех пирĕн пурнăçра экстремизмпа терроризм хăрушлăхĕ пирки те çивĕч калаçусем йĕркелеççĕ. Ачасем çакнашкал серепене ан çакланччăр тесе эпир кашни вĕренекенех мĕнле те пулин обществăлла ĕçпе çыхăнтарма тăрăшатпăр. Усал ĕçпе явăçма никамăн та вăхăт та, кăмăл та ан пултăр

ХИСЕПЛĔ ВУЛАКАНĂМĂР!

Енчен эсир террорла хăрушлăхпа куçа-куçăн тĕл пулсан çухалса каймасăр чăн малтан "02" номерпе полицине васкавлăн пĕлтерĕр!

Ун хыççăн çав тĕркем е хутаç патне çынсем утса е транспортпа ан пыччăр тесе тăрăшăр.

Полици сотрудникĕсем çак вырăна çитиччен дежурнăй пая лару-тăру çинчен хыпарласах тăрăр!

Альбина ЕГОРОВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика