АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СЫВĂ çЫН _ çУНАТЛĂ

18 октября 2016 г.

Социологи ыйтăмĕсен тĕпчевĕсем тăрăх, халăх Чăваш Енре кỹрекен медицина пулăшăвĕпе кăмăллă пулнин кăтартăвĕ çулсеренех ỹсет. Паян республикăра пурăнакан çынсен 57 проценчĕ медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ- пе кăмăллă. Республика федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен сывлăха сыхлас ĕç тытăмĕн тухăçлăхĕн рейтингĕнче те лайăх вырăн йышăнать, _ тенĕччĕ Чăваш Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă уçă Çырура. Мĕншĕн илес терĕм-ха çак йĕркесене? Эпир те çав йышра.

Сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенченех пуçланать. Унтан пациентсене врач амбулаторийĕсене яраççĕ. Çакăнтан вара _ районти тĕп больницăна. Малаллахи тĕрĕслев кирлĕ пулсан республикăри сыватмăшсене направлени параççĕ.

Сывлăхшăн тăрăшни кашни- йĕншĕн кирлĕ. Чир пусса пыриччен тĕрĕсленни паха. Ахальтен мар вăхăтран-вăхăта диспансеризаци тухма сĕнеççĕ те. Çакна йышăнăва килнĕ кашни çыннах тепĕр хут аса илтерет районти тĕп больницăри поликлиникăн аслă сестри З. Хисаметдинова. Ĕçе пурнăçланă май пациентсемпе хăй те сахал мар сăмах хускатать.

Районти тĕп больницăра пулман çын çук-тăр ĕнтĕ. Зелкия Керкеновнăна та пĕрре çеç мар курнă. Ирпе ирех вăл йышăну пỹлĕмĕсенче ĕç пуçланнине сăнать. Медицинăн кашни вăтам персоналĕ ĕç вырăнне çитнипе çитменнине тишкерет. Черетлĕ отпуска кайнисем вырăнне урăххисене улăштарать, тĕрлĕ справка илме килекенсен ыйтăвĕсене тивĕçтерет.

Больница территорийĕ пысăк. Шурă халата ĕç тумĕпе улăштарни те сахал мар пулать медицина сестрисемпе кĕçĕн персоналсен. Çуркунне çĕре чавса чечек-курăк акмалла. Бордюрсене шуратмалла. Çу каçиччен вĕсене çумласа-тирпейлесе тăмалла. Кĕркунне кĕр сăнĕ кĕртмелле. Хăрнă йывăç турат таранччен пуçтармалла. Апла пулин те пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшаççĕ.

Çие шурă халат тăхăннăранпа З. Хисаметдинован 36 çул çитрĕ. Вĕсенчен вунпиллĕкĕшне вăл васкавлă пулăшу машини çинче ирттернĕ. Талăкĕ-талăкĕпе ĕçлесе миçе çыннăн пурнăçне çăлса хăварнине шутласа та кăлараймăн. Кĕркуннепе çуркунне грипа пула ỹт температури ỹссе кайнисем, сывлăш çулĕ питĕрĕнме пăхнисем ытларах шăнкăравланă. Аварине лекнисене операци сĕтелĕ патне илсе çитерни те сахал мар пулнă. Ача çуратма аптракансем те васкавлă пулăшу чĕннĕ...

Черетлĕ дежурствăсенче ывăлĕпе хĕрĕ амăшне кунĕпе курайманни çеç пăшăрхантарнă ăна. Вара Зелкия Керкеновна ĕç вырăнне улăштарнă. Паянхи ĕçĕпе кăмăллă хĕрарăм. Пĕр самант та пушă пулманнишĕн савăнать çеç. Кун иртни те сисĕн-мест, тет.

Ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Больницăра та ăста медицина сестрисемпе кĕçĕн персоналсем сахал мар. Паян З. Хисаметдинова Г. Сменова, Ф. Якушева, Л. Кузнецова, Е. Краснова, Н. Антипова, К. Мифтахутдинова, Р. Сайдашева, Г. Коннова медицина сестрисем, И. Хитров рентгент-лаборант, Л. Прохорова сестра-хозяйка тата ыттисем тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн савăнать. Вĕсен енĕпе пациентсем кăмăлсăр пулнине илтмен, тет.

Ĕçе кая юлса килесси е иртерех каясси çук Зелкия Керкеновнăра. Ачи-пăчи ỹснĕ. Ывăлĕ хăй тĕллĕн ĕçлет. Кинĕ ял тăрăхĕн специалисчĕ. Хĕрĕ, Алсу Ринатовна, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн методисчĕ.

Мăнукĕпе савăнаççĕ Хисаметдиновсем. Ачисем улмуççинчен аякка ỹкменнишĕн те кăмăллă. Ринат Фатыхович çĕрпе ĕçлет. Ку таранччен нумай лаша вăйлĕ техника çукчĕ-ха. Пĕр çуралнă кун тĕлне ывăлĕ трактор парнелерĕ. _

Паянхи кун çĕнĕрен пурнăç çулĕ çине тăрса ĕçе вырнаçмалла пулсан та эпĕ медицинăнах суйласа илнĕ пулăттăм. Атте-анне те манра çакнах курасшăнччĕ. Вĕсен ĕмĕтне те пурнăçларăм,_ тет Зелкия Керкеновна.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика