18 октября 2016 г.
Сирĕн хушăра шоколад сиенлĕ е усăллă тесе шутлакансем сахал мар пулĕ. Иккĕленĕве сирме ученăйсен темиçе тĕпчевне илсе парар. Шоколад чĕрене сиен кỹрекен холестерин виçине ỹстерет, теççĕ. Тĕрĕс мар çакă. Ют çĕршыв тĕпчевçисем какао çăвĕнче сывлăхшăн усăллă кислотасем тупнă. Вăл юнри холестерина чакарса чĕре чирне сирет. Тата какао пăрçи питĕ чаплă полифенол, хăш-пĕр кардеологсен шучĕпе, чĕрене вăй парать, тромбсем пуласран сыхлать.
Шоколад шăлсене пĕтерет, кариеса аталанма пулăшать, теççĕ. Пачах апла мар. Какао çăвĕ шăлсемшĕн сиплĕхлĕ. Эмаль ан çурăлтăр тесе шăлсене хỹтĕ лекен çурхахпа çавăрса илет. Яппун тухтăрĕсен шучĕпе, какао пăрçин хуппи çумĕнчи бактерисене ĕрчеме паман веществосем, вĕсемпе усă курса хатĕрленĕ экстрат шăла тасатмалли паста тата çăвара чỹхемелли шĕвек пекех пулса тăраççĕ.
Шоколад мăнтăрлатать тени те тĕрĕсех мар. Шоколадра, чăн та, сахăр, хăймаллă сĕт пулнă май унта калори нумай. Анчах та тĕп компоненчĕ какао çăвĕ, ученăйсем каланă тăрăх, диета апачĕ шутланать. Диетăна пăхăнатăр-и? Тархасшăн. Анчах çав вăхăтра та рационтан шоколада кăлармалла мар. Вăл тонуса хăпартать, кăмăл-туйăма лайăхлатать. Тен, ĕлĕкхи паллă сиплевçĕ Парацельс каланине шута илмелле. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх: "Мĕн пур _ пурте наркăмăш, мĕн пур _ пурте эмел, виçине çеç пĕлмелле".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)