АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус сывлăхшăн сиенлĕ

18 октября 2016 г.

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ палăртнă тăрăх _ кашни ултă секкундра пирус туртнипе чире кайнă çын вилет. Çак сăлтава пула çулталăкра пилĕк миллиона яхăн çын вăхăтсăр çĕре кĕрет.

Чĕлĕмпе киленесси хальхи пекех нимĕн чухлĕ те чакмасть-тăк, çак хисеп 2020 çул тĕлне икĕ хут пысăкланĕ. Раççейре арçынсен 64 проценчĕ, хĕрарăмсен 10 проценчĕ çак сиенлĕ йăлапа туслă. Статистика кăтартăвĕпе килĕшỹллĕн ку цифра кашни çулах ỹсет. Çак йыш пысăкланни çул çитмен çамрăксемпе хĕрарăмсем табакпа туслашнипе те çыхăннă. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, вĕсен организмĕ никотина хăвăрт хăнăхать. Пирус туртакан хĕрарăмăн пепки çуралмасăрах пысăк хăрушлăха çакланать. Çут тĕнчене килсен те тăтăшах чирлет.

Чăваш Енре ирттерекен социаллă ыйтăмсем те савăнтармаççĕ. Хĕрупраçпа яш-кĕрĕмĕн 13,7 проценчĕ пирус мăкăрлантарнине çирĕплетеççĕ. Ытларах чухне куçăм тапхăрĕнчи ачасем (13-14 çулсенчисем) _ 13,1 проценчĕ, 15-16-рисем _ 15,2 проценчĕ тĕтĕмпе сывлаççĕ.

Пирус туртакан çитĕнекен ăру ỹсме чарăнать. Унăн организмĕ аталанма пăрахать. Унашкаллисем вĕренỹре те тантăшĕсемпе ĕлкĕрсе пыраймаççĕ. Пирус _ этем тăшманĕ. Табак туртни _ сывлăхна хавшатакан анлă сарăлнă сиенлĕ йăласенчен пĕри. Сигарет тĕтĕмĕнче радиоактивлă япаласем пур: полони, хура тăхлан, висмут. Туртакан çыннăн чĕри талăкне 15000 хут нумайрах тапать, юн тымарĕсем ансăрланнипе тĕртĕмсене тата пуç мимине кислород çителĕксĕр пырать. Пĕр пирус пурнăçăн 5,5 минутне катать, çулталăкра çак кăтарту 31 кунпа танлашать, пурнăç тăршшĕнче _ 10 çулпа. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ йышăннă тăрăх, никотин _ çынна ьмайĕпен вĕлерекен наркотик. Пирус туртни ỹпкен усал шыççин (17 хут), çăвар (18 хут), пыр (11 хут), шăк хăмпин (2 хут) ракĕпе чирлессине, миокарда инфаркчĕ (2 хут), инсульт (2 хут) пулассине ỹстерет. Мăкăрлантараканăн çăварĕнчен ырă мар шăршă кĕрет, ỹт вăхăтсăр ватăлать, пит пĕркеленет. Шел те, сиенлĕ çак йăлапа туслисем хăйсен сывлăхĕ çинчен те, çумрисенни пирки те шутламаççĕ. Çăра тĕтĕмĕн виçĕ пайĕнчен иккĕшĕ сывлăша тухать, наркăмăш кăларать. Çав пỹлĕмре пĕр сехет ларни 4 пирус туртнипе тан. Пирус туртакан арçынсен 17,2 проценчĕн, хĕрарăмсен 11,6 проценчĕн усал шыçă аталанать. Унсăр пуçне ытти чир те çулăхать, кун-çул та кĕскелет. Усал йăлапа туслисем ахаль çынсенчен 30 хут ытларах чирлеççĕ. Куллен 20 е тата ытларах пирус туртаканăн ỹпке ракĕпе чирлес хăрушлăх 15-20 хут ỹсет.

Пĕр хăнăхса çитнĕ йăларан хăтăлма çăмăл мар. Пирвайхи хут çăвара хыпнă çынсен 10 проценчĕн _ икĕ эрнерен, 25-35 проценчĕн уйăхран пирус туртас кăмăл тепĕр хут çуралать.

Пирус туртакансен йышне чакарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. "Табаксăр Чăваш Ен" проектпа килĕшỹллĕн "Пируса канфетпа улăштар", "Эпир сывă пурнăç йĕркине суйлатпăр" акцисем пулаççĕ. Çавăн пекех волонтерсем обществăлла вырăнсенче табак туртнине хирĕçлекенсен ушкăнне палăртас тĕлĕшпе урамсенче иртен-çỹрене алă пустараççĕ. Паллах, сиенлĕ йăлапа кĕрешесси çỹлерех асăннă акцисемпе çеç вĕçленмест. Кашнин хăйĕн сывлăхне упрассишĕн тăрăшмалла. Тĕрĕс çул çине тухма пултарнăшăн çывăх çыннăрсем савăнĕç, ыттисем тĕслĕх илĕç.

Л. СИЛЬВЕСТРОВ, район больницин хирургĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика