21 октября 2016 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнчен кĕрхи призыв кампанийĕ пуçланчĕ. Шăпах çакăнтан çар комиссариатĕнчи комисси каччăсен сывлăхне тишкерсе хăш чаçе ямаллине палăртать
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн çĕршыв субьекчĕсенчен кăçал 152000 çын çар тумĕ тăхăнмалла. Вĕсенчен Чăваш Республикинчен Конституци тивĕçне пурнăçлама 1552 каччă хатĕр. Çав шутран пирĕн районтан 114, Шăмăршăран 31 çамрăк çĕршыв хуралне тăраççĕ. Çурхи призывпа çар комиссариачĕ 103 çынна салтака ăсатрĕ.
Çĕнĕлĕх çук кĕркунне салтака ăсатассинче. Университетсенчен, институтсенчен вĕренсе тухнисене наука ротисене кайма сĕнетпĕр.
Çар ретне тăма хатĕррисене электронлă тата банк карттисене параççĕ. Харпăр-хăй гигиенине сывă тытса тăмашкăн усă курмалли хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ.
Дипломлă специалистсем çар ретне пĕр çуллăха е килĕшỹпе икĕ çуллăха кайма пултараççĕ. Кăçалхи 10 уйăхра 13 ача контракт çырчĕ.
Çамрăксем çар ретне кăмăлтан каяççĕ. Унтан килекенсем патшалăх тата муниципаллă структурăсене ĕçе вырнаçма пултараççĕ.
Ыйтса пĕлмелли "хĕрỹ лини" телефонĕсем ĕçлеççĕ. Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕпе 8(8352) 62-12-67, 8(835-33) 4-15-81 номерсемпе çыхăнма пулать. Тунтикунпа эрнекунччен 8 сехетрен 17 сехетчен ĕçлеççĕ. Тĕп çар округĕн командующийĕн приемнăйне çакăн пек тухмалла:PRIEM-CENTER@MAIL.RU. Çара кайма хатĕрленекенсемпе ашшĕ-амăшĕ кирек хăй ыйтупа та консультаци илме пултараççĕ.
Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн начальникĕпе 6-12-51, призыв пайĕпе 6-12-52 номерсемпе çыхăнма пулать.
Е. СЕМЕНОВ, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай начальникĕ
ХАКЛАВ
В. Кошкин, Кивĕ Ахпỹрт, аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн сывлăшри десант çарĕнче службăра пулнă:
_ Ĕлĕкех кашни ашшĕ-амăшĕ ывăл çуралсанах салтака юрăхлă пултăр тенĕ. Ман пирки те çакнах каланă пулас. Сывă та тĕреклĕ çитĕнмелле пултăр тенипе çыхăннă ĕнтĕ çакă.
Çирен çар тумне хывнăранпа 3 уйăх иртрĕ. Пурнăç шкулĕ тесе калас килет çар службине. Унта çĕннине нумай вĕренетĕн. Тус-юлташлăх çирĕпленет. Атте-анне патне хисеп виçесĕр ỹсет. Ушкăна хăнăхатăн тата ытти те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)