21 октября 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федераллă влаç органĕ- сен хамăр территорири ертỹçисемпе тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ планеркăра автоçулсем хĕррине ăпăр-тапăр тултарнă михĕсем пăрахса хăварнипе çыхăннă проблемăна çивĕччĕн çĕкленĕ.
"Тирпейсĕрлĕх пĕтĕмпех Чăваш Ен сăн-питне тỹнтерле витĕм кỹрет, ку пирĕн чыса варалать",_ тенĕ Республика Пуçлăхĕ. Вăл çак йĕркесĕрлĕхе пĕермелли мерăсене васкавлăн йышăнма, айăплисене явап тыттарма хушнă.
Михаил Игнатьевăн çивĕч асăрхаттарăвĕ пирĕн районшăн та пĕлтерĕшлĕ. Çул хĕррисемпе павильонсем таврашĕнчи лару-тăрăва тишкерер-ха. Йĕркесĕрлĕх, чăнах та, чылай çĕрте хуçаланать. Акă, Патăрьел-Елчĕк трасса çинчи Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕ тĕлĕнчи чарăнăва çеç илер. Çак вырăн иккĕмĕш хут хаçатăн "намăс" кĕтесне йышăнать. Ун çывăхĕнче никам та пурăнмасть. Анчах михĕ, хутаç тĕркемĕсем хĕлĕн-çăвĕн сапаланса выр-таççĕ. Çынсен çав чарăнура мĕнле автобус кĕтсе тăмалла? Çуллахи вăхăтра унта шăна-пă-ван сĕрлет. Кĕркуннехи каçсенче килсĕр-çуртсăр йытăсем çỹп-çап купи тавра хуçаланаççĕ... Кун пек тарăхусем татах та тупăнаççĕ.
_ Кивĕ çăм тĕркемĕ, чăх тĕкĕ, шуратнă çĕр улми хуппи, памперс таранчченех килсе пăрахаççĕ Кивĕ Ахпỹрт ял варринчи райпо системине кĕрекен лавкка çумне. Камăн пуçтармалла вĕсене? _ вĕрилĕхне пытараймасть лавккара ĕçлекен Л. Салмина. _ Тин çеç çунаканраххисене суйласа кĕтĕм-ха. Килсерен паварта выльăхсем валли шыв ăшăтаççĕ, мунча хутаççĕ. Мĕншĕн каланкана пăрахмалла мар?
Тĕпрен илсен, районти автобус чарăнмалли вырăнсем таса та тирпейлĕ. Пĕр вараланчăк "ĕне" вара чăнах та хăçантанпа "кĕтĕве" варалать! Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вырнаçнă аслă çул хĕрринчех чăлăш-чалăш, кивĕ, юрăхсăр сарайсем, хуралтăсем те пирĕн тăрăха чыс кỹ-меççĕ. Вулакана паян вĕсенчен пĕринпе паллаштаратпăр, анчах хăш хуçалăх иккенне каламастпăр. Чăн малтан палласа илекенсем 6-14-59 е 6-25-28 телефон номерĕсемпе шăнкăравлăр.
(Хамăр корр).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)