21 октября 2016 г.
Любовь Васильевнăпа Галина Николаевнăн ĕç стажĕ-сем виçĕ теçеткерен те иртнĕ ĕнтĕ. Вĕсем ачасен психологине питĕ лайăх пĕлеççĕ. Çамрăк ăрăва чăн-чăн патриот пулма, пурнăçри ырă пулăмсене ăша хывма, тăван ен йăли-йĕркине юратма тата хисеплеме вĕрентсе ỹстерессишĕн тăрăшаççĕ.
_ Любовь Васильевнăран кирек камăн та вĕренмелли пур. Ачасемпе вăл яланах тĕллевлĕ занятисем ирттерет. Кашнийĕнчех ăса хывма май паракан çĕнĕлĕхсем кĕртет,_ тет пуçламăш шкул-сад директорĕ Н. Козлова. Садик воспитанникĕсем районти конкурссене те хутшăнаççĕ. Вĕсенчен çĕнтерỹпе таврăнаççĕ. Çакăнта кунти тăрăшуллă ĕçченсен тỹпи пысăк.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)