АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă çынна тухтăр кирлĕ мар

21 октября 2016 г.

Районта санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăх пултăр тесен ял тăрăхĕсен территори- йĕсене таса тытмалла. Килсĕр çапкаланса çỹрекен йытăсемпе кушаксем уртаракан чирсем ертесрен профилактика мероприятийĕсене пурнăçламалла.

Çанталăк улшăнса пынă май вируслă инфекци чирĕсем, грипп ересрен вакцина яртармалла. Çакăнтан промышленность, суту-илỹ, обществăлла апатлану, финанспа кредит, ытти учрежденисенче ĕçлекенсен пăркаланмалла мар.

Вĕрентỹ учрежденийĕсене пырса тивекеннисем те пур. Вируслă инфекци сарăлас пулсан кабинетран кабинета куçса çỹресе вĕрентессине пăрахăçламалла. Массăллă спорт тата культура мероприятийĕсене ирттерме тăхтамалла.

Вĕренỹ пỹлĕмĕсенче ăшă çителĕклĕ таран пулмалла. Çутă та ачасене тивĕçтертĕр.

Паха та тутă тытакан апат хатĕрлени вырăнлă. Холодильниксем ĕçленине тĕрĕслесе тăмалла.

Вируслă инфекци тата грипп çинчен сăмах пырать пулсан, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне тивĕçлипе туса пымалла. Çакăн чухне çеç эпир сывлăха хавшатмăпăр. Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи кăтартусем (иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан) хăш-пĕр чирсемпе ỹсни шухăшлаттарать. Сальмонеллез çеç кăштах сахалрах пулнă. Сентябрьте вируслă гепатитпа чирлекене те шута илмен.

Хуçасăр йытăсем çынсене амантасси те тĕл пулать. Çакнашкал тĕслĕхсем Патăрьелĕн- че, Шăнкăртамра, Çĕнĕ Ахпỹртре ытларах пулнă.

Специалистсем çавăн пекех шыв, апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслес тĕлĕшпе те сахал мар тишкерỹ ирттернĕ. Тăпран санитарипе хими кăтартăвĕсене тĕпченĕ. Атмосфера сывлăшĕ вараланассине сăнанă. Тĕл пулнă кăлтăксене пĕтермешкĕн çийĕнчех хушусем кăларнă. Вĕсене пурнăçлассине тĕрĕслесе тăратпăр.

Н. СЕРГЕЕВА, республикăри Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи тĕп санитари врачĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика