25 октября 2016 г.
ÇАК кунсенче Патăрьелĕнчи халăх юрăпа ташă ансамблĕ Мускаври "Красный октябрь" культура керменĕнче чăвашсем çулсеренех йĕркелекен "Кĕр сăри-2016" уявне хутшăнса аякри тăвансене пысăк концертпа савăнтарнă. Ансамблĕн ертỹçи Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Шакин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи сцена ăстисен пултарулăхне тулаш чăвашсем тăвăллăн алă çупса пахаланă.
Сăмах май каласан, районти юрă-ташă ăстисемшĕн Ĕç çынни çулталăкĕ питĕ тухăçлă иртсе пырать. Кăçал çеç вĕсем хăйсен пуян программипе Чулхуласене, Питĕрсене те тĕлĕнтернĕ.
Сехет çурă пынă концерт куракансене тăванлăх, мăнаçлăх, тăван кĕтесшĕн тунсăхлăх çуратни палăрнă. Ансамбль ку хутĕнче те пушăлла таврăнман _ Мускаври ентешлĕх пĕрлĕхĕн дипломне тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)