25 октября 2016 г.
"Красное Знамя" хуçалăхра районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Унта хутшăннисем малтанах вырăнти сĕт-çу ферминче пулчĕç. Çавна май кооператив ертỹçи П. Никифоров хуçалăхăн экономика кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.
Паянхи кун фермăра 678 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсенчен 300-шĕ _ ĕнесем. Кашнийĕшĕнчен вăтамран 3810 килограмшар сĕт сума пултарнă. Талăкри вăтам ỹт хушаслăх 831 грампа танлашать. 100 ĕне пуçне 68 пăру илнĕ. Выльăхсене хуçалăхра çитĕнтернĕ апатпа тăрантараççĕ.
_ Районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче чĕрĕ виçепе 5837,3 тонна аш-какай, 33703,1 тонна сĕт (иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан йĕркипе шутласа 101 тата 102 процент) туса илнĕ, _ паллаштарчĕ кăтартусемпе экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов. Çавăн пекех вăл районăн малашлăх аталанăвĕ тата выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармалли тапхăра мĕнле хатĕрленни çинче те чарăнса тăчĕ.
Районти выльăх-чĕр-лĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи тапхăрта йĕркеллĕ хĕл каçарас ыйтăва çĕклерĕ. Раççейре тĕл пулнă сыснасен африка чумин лару-тăрăвне çутатрĕ. Выльăхсене лейкоз тата уртаракан чир ересрен тăвакан профилактика ĕçĕсене тишкерчĕ. Хатĕрленĕ выльăх апачĕн пахалăхне тĕпченине аса илчĕ.
Госветнадзор службăн аслă инспекторĕ С. Савельева ял хуçалăх продукчĕсене туса илнĕ, упранă тата ăсатнă чухне ветеринарипе санитари правилисене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулнине палăртрĕ. Умра _ йĕпе-сапаллă кĕр кунĕсемпе сивĕ хĕл.
Малашнехи тапхăрсене ăнăçлă ирттересси пирки пычĕ те сăмах.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)