25 октября 2016 г.
Урама тухсассăн уçă сывлăша кăкăр тулли сывласа илетĕн те _ кăмăл уçăлать, тăрăшарах ĕçлес, вĕренес килет. Ялсенче пурăнакансене тĕтĕм-сĕрĕм хулари пекех аптратмасть пулсан та халĕ килсерен автомашина пурри, тĕрлĕ пластик савăт, çатăрка çунтарнă чухне тухакан хутăшсем пурпĕрех этем сывлăхне сиен кỹ- рекен тасамарлăха сапалаççĕ. Мĕнле кĕрешме пултараççĕ-ха çак пулăмсемпе ачасем? Çакă тата ытти экологи ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç те ĕнтĕ октябрĕн 19-мĕшĕнче Çĕньял шкулĕнче вĕренекенсем. Класра калаçнипе çеç лăпланса лармарĕç, ял тăрăх территоринче йывăç-тĕм лартса хăйсен калаçăвне ĕçпе çирĕп- летсе хăварма шутларĕç. Ку мероприятие республикипе иртекен "Йывăç ларт та вăрмана сыхласа хăвар", "Чĕрĕ вăрман" акцисене шута хурса йĕркелерĕç. Ачасене шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ А. Антонова, волонтерсем, шкулта йĕркеленĕ "Çĕньял ачисем" тата "Çеçпĕл çеçкисем" пĕрлешỹ членĕсем ертсе пычĕç. Пурĕ 200 ытла çăка, хурăн, пилеш тата 500 ытла хырпа чăрăш тĕмĕсене лартрĕç вĕренекенсем Çĕньял ял тăрăхне кĕрекен таса çăлкуç йĕри-таврашĕнче. Нумай та вăхăт иртмĕ _ кашласа ларакан йывăçсем сывлăша та тасатĕç, иртен-çỹрене те савăнтарĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)