АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĕРРЕМĕШСЕМ ТЕ ДИПЛОМЛĂ

25 октября 2016 г.

Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта 311 ача вĕренет. Вĕсенчен 24-шĕ _ кăçал пĕрремĕш класа килнĕскерсем. Кĕçĕннисене халалласа уяв иртрĕ. Вĕсене пĕрремĕш классен дипломне пачĕç. Çак ятпа пĕлỹ тĕнчине ура пусакансене шкул директорĕ С. Калайбашева, класс ертỹçисем Г. Хайбулловăпа Г. Тазетдинова ăшшăн саламларĕç.

Хатĕр-и-ха ачасем вĕренме? Çакна С. Камалетдинова аслă вожатăй йĕркеленĕ тĕрĕслỹсенчен пĕлме май пулчĕ. Пĕчĕкскерсем шутлама, хаваслă задачăсен тупсăмне тупма, вулама, тавçăрма пĕлеççĕ иккен. Уява вĕсене Гелсирен Минсеитовнăпа Гелсирен Рифкатовна та тăрăшсах хатĕрлентернĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла. Вĕрентекенсен ĕç ăсталăхĕ çитетех. Г. Тазетдинова кĕçĕн классен сакăр, Г. Хайбуллова тăватă выпускне кăларнă ĕнтĕ.

Ашшĕ-амăшĕн хĕпĕртỹлĕхĕ те пысăк. Вĕсем ачисене тарăн пĕлỹ пухма ăнăçу сунчĕç.

Пĕрремĕшсем вара уроксене яланах вĕренсе килме сăмах пачĕç. Вĕсем халĕ _ тулли праваллă вĕренекенсем.

Л. ПАВЛОВА, вĕрентекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика