АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернет: кирлĕ е çук?

28 октября 2016 г.

2014 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче Раççей Федераци Советĕнче йышăннă хушупа килĕшỹллĕн октябрĕн 27-30-мĕшĕсенче Раççейри пĕтĕм шкулсенче "Интернет тетелĕнчи хăрушсăрлăх" ятпа уроксем ирттереççĕ. Çак уроксенче вĕренекенсем киберхăрушлăхсен тĕслĕхĕсемпе, вĕсенчен мĕнле майпа хỹтĕленмеллине пăхса тухĕç.

Интернет _ пĕтĕм тĕнчери компьютерсен сетĕнчи хыпарсене упрамалли тата вĕсене çынсем хушшинче сармалли тетел. Унпа усă курса лайăххине те, çав вăхăтрах питĕ нумай кирлĕ мар информацие те пĕлме пулать. Кирлĕ мар, усăсăр информацисĕр пуçне çынсене интернет-хăнăху та явăçтарма пултарать. Нумай вăхăт çак тетелпе усă куракан çынсем пĕр самант та унсăрăн пурăнаймаççĕ, вĕсен психики улшăнать, урăхла каласан электронлă пурнăçпа пурăнма куçаççĕ. Çакнашкал хăнăхăва ăсчахсемпе тухтăрсем наркоманипе те танлаштараççĕ.

Çавăнпа та çак кунсенче иртекен уроксенче ачасемпе пĕрлех ашшĕ-амăшне те чи малтанах электронлă "чирсем" пирки каласа ăнлантарса пама, информацисене тĕрĕс пăхса тухма тата хăйсене кирлисене çеç суйласа илме вĕренме ыйтасшăн.

Н. НИКИТИНА.

Хаклав Светлана ПЕТРЯКОВА, 4 ача амăшĕ.

_ Пирĕн çемьери 3 ача шкула çỹрет, вĕсем пурте компьютер е телефон урлă Интернета кĕрсе хăйсене кирлĕ информацие пăхаççĕ, вăйăсем выляççĕ. Ман шутпа кунне сехет-сехет çурă çыхăнура ларнипех нимех те пулмасть. Вăл ачасен тавракурăмне çеç анлăлатать, вĕренỹре пулăшать. Анчах та ача урама тухмасăр пĕр вĕçĕм компьютер умĕнче ларсан вара ăна усал туртăмран сирмеллех.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика