28 октября 2016 г.
Ача мĕнле аталанасси ытларах чухне аслисенчен килет. Унăн пурнăçĕ çемьере пуçланать. Ашшĕ-амăшĕ унăн ỹсĕмне аталантарса пыма вăхăт тата вăй çитерейсен, кĕтнĕ çитĕнỹсем пулаççех. Ача сачĕ те тивĕçлĕ тỹпе хывать çакăнта. Кашнийĕшĕн пултарулăхне уçса пама хутшăнать. Вăл вара кирек камăн та пурах. Пĕрисем сăвăсене илемлĕ вулаççĕ. Теприсем юрра ăста. Виççĕмĕшĕсем ташлама ухата. Вĕсем çине пăхсан чун савăнать. Уйрăмах музыка занятине ачасем хавхаланупа кĕреççĕ. Музыка ертỹçи _ И. Селиванова. Вăл "Çулталăк воспитателĕ _ 2016" ята илме тивĕç пулнăччĕ.
Ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисемпе музыка тĕнчинче пулаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ мероприятине хатĕрленме пулăшаççĕ. Аслисене кура пĕчĕккĕскерсенче те хавхалану ỹсет, тавракурăм аталанать.
Л. ДОЛГОВА, Л. ВЛАДИМИРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)