28 октября 2016 г.
Тунтикун, октябрĕн 24-мĕшĕнче, район администрацийĕн пысăк залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн тăххăрмĕш ларăвĕ иртнĕ.
Унăн ĕçне район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисем хутшăннă.
Депутатсем кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе явма пикениччен район пуçлăхĕ Михаил Петров Патăрьелĕнчи 4-мĕш номерлĕ суйлав участокĕпе суйланнă Оксана Токмакова депутата удостоверени парса саламланă, çак тивĕçре тухăçлă ĕçлеме ырă суннă.
Ларун кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри _ район Уставне, район депутачĕсен 2012 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи Пухăвĕн ларăвĕнчи йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен. Çавăн пекех "халăх тарçисем" администрацин муниципаллă служащийĕсене пенсие кайма паракан положенинчи условисене çирĕплетнĕ, коррупцие хирĕç ĕçлекен ра- йонти Канаш тата унăн йышĕ пирки ыйту пăхса тухнă. Халăх шаннă çынсем район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕн "Патăрьел районĕн 2016 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен тата ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)