28 октября 2016 г.
Пукра _ ĕне-выльăх хушшинче пĕтĕм тĕнчипех сарăлнă чир. Вăл хуçалăха çулсерен пысăк сиен кỹрет. Чирлĕ ĕнесем сĕтне чакараççĕ, япăх ỹт хушаççĕ, аш-какайĕ стандарта лармасть, тирĕ юрăхсăра тухать.
Мĕнрен пуçланать-ха пукра чирĕ? Çитĕнсе çитнĕ пукра шăни икĕ çунатлă, тĕксĕм куçлă, çурăмĕ сарăрах, тăршшĕ икĕ сантиметра яхăн. Тăватă тĕрлĕ улшăнса çитĕнеççĕ: çăмарта, личинка, куколка, шăна. Июнь уйăхĕнчен пуçласа октябрĕн ăшă кунĕсенче пĕр пукра шăни ĕнесемпе пăрусен çăмĕ çине (янах, хырăмĕ айне, урасемпе çилĕ) 500-800 таран çăмарта хурать те вилет. Кашни шăркаран 3-7 кун иртнĕ хыççăн личинка çуралать. Вĕсем тире шăтарса кĕреççĕ те юн, нерв тымарĕсем çумĕпе куçса ноябрь-декабрь уйăхĕсенче çурăм шăммин каналне çитеççĕ, малалла купарча еннелле куçаççĕ, мышцăсем хушшинче çитĕнеççĕ, хăйсене сывлăш илме тире шăтараççĕ. Ĕнесемпе пăрусене пукра шăнисем вĕçнĕ вăхăтра ерет (май-октябрь).
Чире хирĕç кĕрешмелли лайăх эмелсем пур. Юлашки вăхăтра гиподектин тата дермацин препаратсене усă куратпăр. Пукра личинкисене пĕтерес тĕллевпе октябрьте çанталăк сивĕтиччен (шăнасем вĕçме чарăнсан) ĕнесене _ 3, çамрăк выльăхсене (150 килограма çитейменнисене) _ 2 миллилитрпа укол тумалла.
Выльăхсене укол тăвас умĕн тата хыççăн 3-5 кун хăвăрт кỹпĕнтерекен клевер, люцерна кайăвĕ, кĕрхи калча, выльăх кăшманĕ, купăста тата вĕсен çулçисене пама юрамасть, сĕчĕ çиме юрăхлă. 5 кун иртмесĕр пусма юрамасть. Вăхăтсăр пусма тивсен ăна лабораторинче тĕрĕслеттермелле.
Сăвăм ан чактăр, аш-какай пахалăхлă пултăр тесен уйрăм хуçалăхсенче те, ял хуçалăх предприятийĕсенче те профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттермелле. Пукраран укол тунă выльăх чирлесен çи- йĕнчех вырăнти ветспециалистсене пĕлтермелле, васкавлă пулăшу памалла.
П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)