АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Садри шăллăм, е эпĕ Фатимана йĕртесшĕн мар

28 октября 2016 г.

Калав

Ева ЛИСИНА

Ева Николаевна Лисина 1939 çулта Именкассинче çуралса ỹснĕ. Вăл халăх хушшинче паллă писатель-прозаик тата куçаруçă пулса палăрса тăрать. Пурĕ 9 кĕнеке кăларнă. Вĕсенче чăваш тата вырăс чĕлхипе çырнă произведенисем пур. Ева Николаевна çавăн пекех вырăс тата ют çĕршыв писателĕсен хайлавĕсене чăвашла куçарать.

Е. Лисина 1988 çултанпа СССР писателĕсен Союзĕн членĕ. 1987 çулта вăл пĕтĕм Раççейри чи лайăх ача-пăча кĕнеки конкурсĕнче лауреат, 1990 çулта "Немецкая волна" радиостанци конкурсĕнче çĕнтерỹçĕ, 2002 çулта Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ пулнă. Чăваш Республикин наци культурине тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тăрăшуллă вăй хунăшăн 2001 çулта Е. Лисинана "Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чыс тунă.

Паллă писатель педагог профессине те алла илнĕ _ вăл нумай çул Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищинче искусствоведени кафедринче пулас артистсене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ.1983 çулта чăваш театрĕ валли наци кадрĕсене хатĕрленĕшĕн Чăваш АССРĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

1991 çултанпа Ева Николаевна Шупашкар митрополичĕ тата Чăваш Варнави ертсе пыракан Чăвашсен Библи комиссийĕнче Библие чăвашла куçарнă. Таса Çыру кĕнекисене те вăлах вырăсларан куçарса пичете хатĕрлесе панă.

Паян эпир вулакансене Ева Лисинан "Садри шăллăм, е эпĕ Фатимана йĕртесшĕн мар" калавĕпе паллашма сĕнетпĕр.

1 Ку - шухăшласа кăларнă хайлав мар. Эпĕ çак калава пурнăçра пулса иртнине тĕпе хурса çырнă.

Вăрçă хыççăн выçлăх пулчĕ. Хăрушла выçлăх: лараканни ларнă çĕртех вилме пултарнă, тăраканни ура çинчех вилсе кайма пултарнă. Эпĕ, çиччĕри хĕрача, кỹршĕ килтен умлă-хыçлăн икĕ тупăк йăтса тухнине курнă. Пĕррехинче пирĕн пата палламалла мар шыçăнса кайнă çын кĕчĕ. Вăл вăрмантан килнĕ пулас: ун карçинккинче темиçе кушăхнă кăмпа выртатчĕ.

- Лайăх кăмпа ку, ил... - терĕ вăл манăн аннене. - Мана пĕр улма парсамччĕ... Тен, çур улма... Анне сехĕрленсе ỹкнĕччĕ.

- Кавĕрле пичче ку, вилет пулĕ... - терĕ вăл мана пăшăлтатса. - Чуп-ха вĕсем патне. Часрах килччĕр. Хăть тăван килĕнче вилтĕрччĕ...

Эп пахча урлах Тукаса чупрăм. Кавĕрле пичче ывăлĕпе кинĕ чупса çитрĕç. Вĕсем тăнне çухатнă ашшĕне тăратайкка çине вырттарса илсе кайрĕç. Анчах Кавĕрле пичче тăван килне çитеймерĕ, çул çинчех вилчĕ.

Çавăн пек кунсенче пирĕн пата пĕр арçын ача килчĕ. Пăхма вунвиçĕ-вунтăватă çулхискер пулмалла. Выçлăх вăл сарă çỹçлине те тĕссĕрлетет. Çак ача - хыткан та хура çỹçлĕ пулин те - тĕксĕмленменччĕ, унăн пит-куçĕнче халь-халь тапса тухассăн туйăнакан чĕрĕ вăй сисĕнетчĕ. Вăл ман аннене пĕчĕк çыхă тыттарчĕ те лăш сывласа ярса - калама çук йывăр япалана çитес çĕре чиперех çитерейнĕ пек! - алăк патне кайса тăчĕ.

Анне çыхха салтрĕ те, хăй мĕн курнине хăй ĕненмен евĕр, куçне аллипе хупларĕ. Эпир, виçĕ ачи, аннене хупăрласа илтĕмĕр.

- Анне, мĕскер унта, мĕскер?

Анне куçне уçрĕ те ача çине пăхса илчĕ. Лешĕ, йăлтăр кулăпа çуталса (авă мĕнле чĕрĕ вăй тапса тăнă унра!), "Сирĕн валли ку!", "Сирĕн валли ку!" тенĕ евĕр, хавассăн пуçне сулчĕ.

Анне çыхăран виçĕ пашалу кăларчĕ. Йывăç çулçине тỹсе пĕçернĕ пашалу çỹп-çỹхе те симĕс е хура пулать. Ку пашалусем хулăнччĕ, тĕсĕ те урăхлаччĕ. Анне тата пĕчĕк хутаç кăларчĕ те: "Кĕрпе!" тесе пăшăлтатса илчĕ. Эпир нимĕн те ыйтмарăмăр, анне çине те пашалу çине çеç пăхса лартăмăр. Анне ачана сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ. Вăл ăна хăналасшăнччĕ ĕнтĕ. Пуш-пушă килте ăна мĕн сĕнме пулатчĕ-ши? Хăй илсе килнĕ пашалăва пулинех... Ача вара пирĕн килте хăйĕншĕн пĕр тĕпренчĕк те тăкаклаттарас темерĕ курăнать.

- Йок, йок!1- терĕ вăл.

Вăл хăй валли шыв çеç ыйтрĕ. Пусăсем типсе пыратчĕç, çавах тĕпĕнче шывĕ пурччĕ-ха. Анне ачана пĕр алтăр шыв ăсса пачĕ. Лешĕ каллех йăлтăр çуталса илсе "Рехмет!2 терĕ те, шыв ĕçнĕ хыççăн васкаса тухса кайрĕ.

Эп ăна чỹречерен курса юлтăм. Мана ун утти тĕлĕнтерчĕ: хăвăрт та çăмăллăн пырать. Ун чухне çавнашкал утакан юлманччĕ те, юлашки вăйне перекетленĕ пек, çынсем урисене çĕклесе мар, сĕтĕрсе утатчĕç. -

Кам ку? Вăл ăçтан килнĕ? - ыйтрăмăр эпир аннерен.

- Вăл аякран, тутар ялĕнчен Шăнкăртамран килнĕ. Вăл - Садри мăнукĕ.

Шăнкăртам тутар ялĕ иккенне пĕлнĕ-ха эпĕ. Анчах нихăçан та вăл енче пулса курман, çавăнпа çак ял питĕ аякра, тĕнче хĕрринчех ларнă пек туйăнатчĕ. Апла ку ача пирĕн пата тĕнче хĕрринченех килнĕ. Ун чухне, çуклăхпа выçлăх хуçаланнă чухне, чи нумаййи тусанччĕ: пĕтĕмпе - çулçă сараймасăрах çунса тĕпреннĕ папкасем те, шăрăхпа вĕтеленнĕ çулçăсем те, хуçăлса анакан хăрăк туратсем те, тымарĕ таранах типнĕ курăксем те - тусан пулса вĕçетчĕç. Улăм витнĕ хуралтăсен çийĕ тусан купи пек курăнатчĕ. Çил çỹлтен вĕрнĕ чухне хăш-хăш "купи" ишĕлсе анатчĕ те урам тăрăх çỹп-çаплă тусан çавăрттаратчĕ. Çак тутар ачин ĕнтĕ хĕрсе кайнă тимĕр евĕрлĕ хĕвелпе вĕри тусан хушшипе тĕнче хĕррине çитмеллеччĕ. Ăна çул çинче мĕн вăй парса тăнине эпĕ каярахпа çеç ăнкартăм: унăн часрах тăван ялне çитсе, алăка яри уçса ярса: "Пирĕн чăвашсем чĕрĕ!" тесе пĕлтерес килнĕ...

______________ 1 йок (тутар.) - çук.

2 рехмет (тутар.) - тавах.

Малалли пулать

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика