28 октября 2016 г.
Водительсене йĕркелĕхе пăхăнтарас, аварисен шутне чакарас, çынсен пурнăçĕпе малашлăхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе районти патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем тăтăшах тĕрлĕрен рейд, профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ пулин те çул çинче инкексем пулсах тăраççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра пирĕн район территорийĕнче 23 аварие шута илнĕ. Вĕсенче çичĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 33-шĕ аманнă. Гаишниксем шута илекен йĕркесĕр- лĕхсем ытларах водительсем ỹсĕрле çула тухнипе çыхăннăскерсем. Асăннă тапхăрта та çичĕ тĕслĕх шăпах çак сăлтавпа пулнă, ултă водитель хирĕçле йĕр çине сиксе тухса аварилле лару-тăру туса хунă, тăваттăшĕ _ çул-йĕр правилине пăхăнманнипе.
Районти ГИБДД инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа руль умне ỹсĕрле ларса çула тухакан 27 водитель иккĕмĕш хут (!) йĕрке хуралçисен аллине çакланнă.
Хальхи вăхăтра пирĕн районта кашни виççĕмĕш çын тенĕ пекех "хурçă утпа" çỹрет. Вĕсенчен пĕчĕкех мар пайĕ _ хĕрсемпе ача амăшĕсем _ "штурвал умĕнче". Çул çинчи куçăм çав тери пысăк. Çавăнпа та хисеплĕ водительсене çывхарса килекен професси уявĕ ячĕпе саламланă май çакна асăрхаттарасшăн: инкек пулать пĕрре, çула тухиччен черккине ан çĕкле! Тимлĕхпе йĕркене пăхăнни вара мĕн пур инкекрен сирĕ.
Хаклав
Владимир МАЗЯКОВ, районти ДОСААФ организацийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн инструкторĕ:
_ Пирĕн организаци районти водительсене хатĕрлекен вырăнти уйрăмсенчен пĕри. Мĕн пур йышши категориллĕ специалистсене хатĕр- леме пирĕн услови çителĕклĕ: хамăрăн платформа, практика ирттерме пилĕк çăмăл автомашина, ЗИЛ, автобус та пур. Хальхи вăхăтра пирĕн патăрта водитель правине илес текенсен вĕренỹ курсĕн хакĕ те йỹнелнĕ-рен, çамрăксем йышлăн килеççĕ. Вăл шутра руль умне ларма хатĕрленекенсем хушшинче хĕрачасем те сахал мар. Çулталăкне ДОСААФăн вырăнти уйрăмĕнчен пин ытла хатĕр водитель вĕренсе тухать.
Сăмах май каласан, практика вăхăтĕнче эпир пулас "руль хуçисене" мĕн пур çул-йĕр правилине пăхăнса çỹреме хăнăхтаратпăр. Водительшĕн çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах та сăнанă тăрăх хăш-пĕр праваллă пуçтахсем çул-йĕр правине пăхăнмасăрах çỹреççĕ е пăрăнмалли çутине çутмаççĕ е тата питĕ пысăк хă- вăртлăхпа çỹреççĕ... Ку вăл пулас водительсемшĕн ырă мар тĕслĕх çеç мар, çул çинче аварилле лару-тăру туса хумалли сăлтав та.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)