АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ çул сире, водительсем

28 октября 2016 г.

Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата район пуçлăхĕ Михаил Петров Юхмапа Пăла тăрăхĕнче куллен çула тухакан çĕршер водителе хăйсен професси уявĕпе чун-чĕререн саламлаççĕ. Телейлĕ çул та симĕс светофор сире, водительсем! Пурнăçра ăнăçу савăнтартăр, çемьере килĕшỹ хуçалантăр, ĕмĕтленнисем çитсе пыччăр!

Паян Патăрьел автостанцийĕнчен рейса тухакан автобуссен йышĕ сахалланнă пулин те расписанипех çỹреççĕ. Çул çỹренĕшĕн тỹлемелли хаксем те улшăнман-ха. Куллен ĕçе е ытларикунпа эрнекун район центрĕнчи пасара çỹрекенсенчен ытларахăшĕ патшалăх транспортне кăмăлларах парать. Вĕсем çул çинче пысăк хăвăртлăхпа пымаççĕ, тỹлевĕ те паллă. Кирлĕ çĕре кăмăлтанах антарса хăвараççĕ.

_ Куллен рейса 6 маршрутпа 6 автобус тухать пирĕн. Пассажирсене Упамса, Анат Тăрмăш, Пỹртлĕ (унтан килсен Татмăша каять), Çĕнĕ Ахпỹрт (Чăваш Ишекĕ), Анат Туçа енчи, Елчĕк районĕсенчи ялсене илсе çитерме пултаратпăр, _ паллаштарать хăйсен ĕçĕпе харăсах механик, диспетчер, водитель тивĕçĕсене пурнăçлакан И. Козлов. _ Руль умне ларакансем саккăрăн (улшăнса ĕçлеççĕ). И. Краснов, А. Долгов, В. Дикин, С. Горбунов çакăнта чылайранпа вăй хураççĕ. Иван Тихоновичăн çак системăна пырса кĕни 37-мĕш çул çине кайрĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва та тухнă, çапах кăмăллă водителе пассажирсем те хисеплеççĕ. Ахальтен мар Раççей Федерацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. В. Чанга, Ю. Ядуркин, А. Лепешкин водительсен те ĕç стажĕ çулсерен хушăнать. Çумăр çăвать-и е çил-тăман _ çанталăкне пăхмасăр рейса тухаççĕ автобуссем.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика