АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кая ан юл! Гриппран сыхланма ан ман!

28 октября 2016 г.

ÇАНТАЛĂК улшăннă вăхăтра çулсеренех ватти-вĕттине тиркемесĕр ОРВИ е тата грипп вирусĕ килсе çулăхать. Чылай чухне вăл çынсем шăнса пăсăлнипе, çавна май сунас, ỹслĕк нушалантарнипе çеç çыхăннă. Анчах та профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттермесен, унтан сыхланмасан, хỹтĕ- ленмесен, çав вăхăтрах çулсеренех усал чире хирĕç тăвакан прививкăран пăрăнсан, грипп кирек кама та ураран ỹкерет. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх кăçалхи эпидсезон декабрь-январь уйăхĕсене çакланма пултарать. Хальлĕхе районта унăн хăрушлăхĕ çуккине çирĕплетеççĕ, çапах та ăна айккинчен ирттерсе яма пирĕн яланах хатĕр тăмалла, унтан хỹтĕленмелли хатĕрсене, препаратсене илсе хуни те пăсмĕ. Шăпах çак ыйтусене çивĕчлетрĕç те районти санитарипе эпидемиологин черетлĕ комиссийĕнче районти тĕп больницăри тухтăрсемпе эпидемиологсем.

Сăмах май каласан, тĕп больницăра гриппран хỹтĕленмелли мĕн пур препаратсем, условисем çителĕклĕ. Паянхи куна районта пурăнакан çынсен ытларах пайне çак чиртен прививка тунă. Вăл шутра планпа 6230 ачана вакцина ямалла пулсан, çак ĕçе 63 процент пурнăçланă, 4120-шне хăрушлăхран хỹтĕленĕ. Ытти коллективсенче те çак ĕç начар мар пырать.

Халĕ шăпах Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта эрнере виçĕ хутчен (тунтикун, юнкун, эрнекун) каçхине ултă сехетре тухтăрсемпе юнашар утса сывлăха çирĕплетес сезон пуçланнă. Унта шурă халатлă специалистсем физкультура тунипе пĕрлех ытти профилактика мероприятийĕсем пирки те усăллă канашсем параççĕ. Уçă сывлăш вара шăпах грипп чирĕн пĕрремĕш тăшманĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика