28 октября 2016 г.
РАЙОН администраци çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвне ертсе пынă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, комисси председателĕ Марат Айзатуллов шăпах çак шухăшсене палăртрĕ: "Ачасене кирлĕ пек воспитани парас ĕçре ачи хамăрăн та, ăсĕ хăйсен пулмалла мар. Ашшĕпе амăшĕн пирвайхи тивĕçĕ _ чун панă тĕпренчĕксене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс çул çине тăма вĕрентесси. Çакăншăн вĕсем саккун умĕнче яваплă".
Административлă комиссин черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухнă ĕçсенчен ытларах пайĕ шăпах административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 5.35 статйин 1 пайĕпе çыхăннăскерсем пулчĕç. Эрех-сăра серепине çакланнă ашшĕ-амăшĕн çул çитмен ачисене кирлĕ пек пăхманшăн комисси умĕнче пите хĕретме те, административлă айăплава йышăнса штраф тỹлеме те тиврĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)