АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява _ начар мар çитĕнỹпе тата пысăк парнепе

01 ноября 2016 г.

ПАЯН районти суд приставĕн ĕçченĕсем хăй-сен професси уявне паллă тăваççĕ. Асăннă служба сотрудникĕсен професси ăсталăхĕпе вĕсен принциплăхĕнчен саккун умĕнче айăпа кĕнисен ĕçне мĕнле татса парасси чылай килет. Парăмçăсене вырăна лартасси те çак пакунлă çынсен яваплăхĕ çинчех.

Пристав ĕçченĕсем кăçалхи професси уявне те ытти çулсенчи пекех начар мар кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Аслă суд приставĕ Г. Афки хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче çеç вĕсен ушкăнĕнчен харăсах икĕ ĕçчен пысăк наградăна тивĕçни коллектив республикăра кăтартуллисен шутĕнче пулнине çирĕплетет. Çирĕм çула яхăн çак çăмăл мар службăра тăрăшакан суд приставĕн исполнительне В. Хвостована Раççейри суд приставĕн медалĕпе, А. Абеева вара Хисеп грамотипе наградăланă.Пысăк парне коллектившăн та савăнăç.

Районти суд приставĕн ĕçченĕсене район пуçлăхĕ М. Петровпа район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов та професси уявĕпе саламлаççĕ, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, пысăк çитĕнỹ тума ырă сунаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика