01 ноября 2016 г.
ÇУЛ çинче пулакан аварисенчен виçĕ пайĕнчен пĕри _ водительсем хăйсен явапсăрлăхĕпе, çăмăлттайлăхĕпе çула тухас умĕн эрех ĕçсе пу- çĕсене арпаштарни. Ун пек чухне вара автомашинăпа васана чăмасси те, тепĕр хурçă ут çине кĕрсе каясси е тата çуран пыракана çапса хăварасси те çавăнтах. Районти ГИБДД сотрудникĕсем тăтăшах йĕркелекен тĕрĕслевсем, рейдсем вăхăтĕнче руль умне хĕрĕнкĕ пуçпа кĕрсе ларнă пуçтахсене сахал мар тытса чараççĕ-ха. Анчах та район территори- йĕнче тăсăлакан 433 çухрăм çул çинчи йĕркелĕ-хе тирпейлесе тăма пилĕк çул-йĕр инспекторне çăмăлах мар темелле. Çавăнпа та тепĕр чухне гаишниксене пирĕн пулăшу та кирлĕ. Мĕнле майпа тетĕр-и? Енчен те эсир хăвăр куç умĕнчех ỹсĕр водитель çиçĕмле хăвăртлăхпа иртсе кайнине курсан, тỹрех "02" службăна е 61437 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр. Ун пек чухне пĕр шăнкăрав темиçе çыннăн пурнăçне те çăлса хăварма пултарать. Сăмах май каласан, çулталăк пуçланнăранпа ГИБДД сотрудникĕсене çакнашкал сăлтавпа 20 шăнкăрав янă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)