АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предпринимательлĕх вăй илсех пырать

01 ноября 2016 г.

Иртнĕ шăматкун, октябрĕн 29-мĕшĕнче, пирĕн районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулчĕ. Унпа пĕрле министрсем, республикăри муниципаллă район, хула администрацийĕсен ертỹçисем килчĕç.

М. Игнатьева Ыхра Çырми ял тăрăхĕн территорийĕнче республикăри ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, Чăваш Республика Пуçлăхĕн канашçи М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ял тăрăхĕн ертỹçи Ф. Алиуллов тата хресчен фермер хуçалăх ертỹçи Р. Санзяпов кĕтсе илчĕç.

Муниципаллă район, хула администрацийĕсен ертỹçисемпе пĕрле М. Игнатьев Р. Санзяпов фермер хуçалăх территорийĕнче район халăхĕшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ объекта _ сменăра 3 тонна аш-какай продукчĕ тирпейлекен пĕрремĕш цеха _ уçрĕç. Çавна май район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов унăн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Цеха хута яни малалла сулмаклă утăмсем тунине пĕлтерет. Халăх патне халь паха аш-какай çитет. Хакĕ те тивĕçтерет унăн. Çакă тавар туянаканшăн та, ăна туса кăлараканшăн та аван.

М. Игнатьев патăрьелсем ĕçе юратнине, вĕсенче предпринимательлĕх туйăмĕ пысăк пулнине палăртрĕ. "Эпир паха тавар кăларма хăнăхса çитрĕмĕр. Ăна экспорта тăратма вĕренмелле. Çавăн чухне экономика тата та аталанать. Республикăри халăхсен тупăшĕ ỹсет, пурнăçĕ çĕнелет..." _ терĕ вăл.

Аш-какай тирпейлекен цеха 2015 çулхи иккĕмĕш кварталта фермер укçи-тенкипе тума пуçăннă. Объект 36 миллион тенке ларнă.

Цех уçăлни 15 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет. Паянхи кун фермер патĕнче 9 çын ĕçлет. Кашнийĕ вăтамран уйăхсерен 15 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илет.

_ 8-10 çул каярах çакнашкал малашлăха ĕмĕтленме те пултарайман. Паян вара хамăр тăрăшулăхпа ялта та хăтлă пурăнма пултарнине çирĕплетрĕмĕр. Ĕçлеме çеç ỹркенмелле мар. Чĕр-тавар хамăрăн пирĕн. Экологи тĕлĕшĕнчен таса. Тăрăшулăхсăр ăнăçу пулмĕ, _ тет хуçалăх ертỹçи Р. Санзяпов.

Хуçалăх 1600 гектар çĕрпе ĕçлет. Ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтерт.

2014 çулта çемьери выльăх чĕрлĕх-фермине аталантарас тĕллев-пе Р. Санзяпов фермер 3473,2 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Унпа 120 пуç вырнаçмалăх фермăна реконструкциленĕ. Талăкра 15 выльăх пусма май паракан цех хута янă.

Паянхи кун районта выльăх-чĕрлĕх пусакан 6 цех ĕçлет. Çывăх вăхăтра тата иккĕшне ĕçе кĕртесшĕн.

Р. Санзяпов цехĕнче вуншар тонна кĕрекен икĕ холодильник пур. Малашлăхра "Говядина тушенка" консерва кăларас ĕмĕтлĕ. Ытти аш-какай продукчĕпе пĕрлех пельмен, манты те хатĕрлеме палăртаççĕ.

Сăмах май çакна та каламалла. Решид Шейхулловича ял хуçалăхĕн- че нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ял хуçалăхĕпе ăна тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне республикăра паллă тунă май Михаил Игнатьев "Чăваш Республикинчи ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята парса чыс турĕ.

Хĕрлĕ хăйăва касса цех уçăлни çинчен пĕлтернĕ хыççăн хăнасем продукцине тутанса пăхса хак пачĕç.

Çак кунах Туçа ял тăрăхĕнче В. Кузнецов фермерăн 500 тонна кĕрекен пахча-çимĕç управне уçрĕç. Валерий Леонидович умра тăракан тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Çĕр лаптăкĕ сахал мар вĕсен. Ытларах севок туса илессипе ĕçлеççĕ. Кăçал кашнийĕшĕнчен 210-шар центнер çимĕç пуçтарса кĕртнĕ. Объекта 2015 çулхи сентябрь уйăхĕнче тума пуçăннă. Вăл 10 миллион тенке ларнă. Вентиляци оборудованине Мускаври "Агровент" фирма тăратнă.

Пахча-çимĕç управне хута яни 3 ĕç вырăнне уçма май панă. Паян кунта 4-6 çын уйăхсерен 12-14 пиншер тенкĕ шалупа ĕçлет. "Сезон вăхăтĕнче 60 çынна яхăн явăçтаратпăр. Ĕçшĕн тỹлесси вара икĕ хут ỹсет",_ тет В. Кузнецов хĕрлĕ хăйăва касса управа кĕнĕ май хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса.

Юлашки çулсенче районта 6 пахча-çимĕç управĕ тунă. Вĕсенчен виççĕшĕ _ ку чухнехи. 12 çĕр улми хранилищи пур. Тăххăрăшĕ _ çĕнĕ меслетпе тунăскерсем.

Хăнасенчен чылайăшĕ сухан-севок сăртне курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Раççейре туса илекен мĕн пур севокăн 30 процентне шăпах Патăрьелсем çитĕнтереççĕ те. "Çакнашкал управсем тусан район çак культурăпа Раççейĕпех тивĕçтерме пуларать",_ терĕ Р. Селиванов.

Фермерсен тăрăшуллă ĕçне Михаил Игнатьев та вырăна хурса хакларĕ. Вĕсем кун-çул уттипе пынине, çĕнĕрен çĕннишĕн ăнтăлнине, пысăк çитĕнỹсем тунине палăртрĕ.

Малалла Республика Пуçлăхĕ Патăрьелĕнчи "Бизнес-инкубатор" залĕнче министрсен кабинечĕн ĕçченĕсемпе пĕрле муниципаллă район-хула администрацийĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттерчĕ. Унта экономикăна тĕреклетес ĕçе инвестицине явăçтарасси, 2017 çулта куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх енчен хаклас ĕçе хатĕрленсе ирттерсе ярасси çинчен сăмах пычĕ. Çулсене пахалăхлă тытса тăрассине те хускатрĕç. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсен электронлă карттине тума хатĕр- ленесси хăш шайра пулни те интереслĕ пулчĕ.

Юлашкинчен "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче министрсен кабинечĕпе район, хула администрацийĕсен ĕçченĕсем юлташла волейболла вылярĕç.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика