01 ноября 2016 г.
Çĕнĕ Ахпỹрт тĕп шкулĕнче К. Чуковский, А. Толстой, Н. Тэфори поэтсене халалласа поэзи эрни иртрĕ. Вĕренекенсем поэтсем çинчен презентацисем хатĕрлесе каласа пачĕç.
К. Чуковский çырнă сăвăсене лайăх пĕлекенсем хушшинче викторина иртрĕ. 4 класри Е. Чернова поэт кĕнекисене нумай вулани палăрчĕ. Сăвăсене илемлĕ вулакансен тупăшăвĕнче 4-6 классем хушшинче Е. Чернова, Г. Петухов, А. Кротов, М. Михеев, Д. Суркова, аслăраххисенчен Т. Тарасова, А. Перхиева, К. Медведева мала тухрĕç. Ачасем юбилярсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен бюллетеньсем кăларчĕç. Кайран хаçатсене хỹтĕлерĕç.
Шкулти драма кружокне çỹрекенсем юмах кăтартса савăнтарчĕç. Вĕсем унпа садике çỹрекен ачасем патне те каçса килчĕç. Кĕçĕннисене В. Волков (упа) , З. Перхиева (шăши) сăнарĕсене ăста кăларни килĕшрĕ.
Л. КАЗАКОВА, вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)