01 ноября 2016 г.
Пĕр-пĕр ĕçе чунтан парăннă çынна тĕл пулсан, яланах хам валли пысăк вăй-хăват илетĕп. Ун пек чухне тĕлĕнмелли чăнах та тулса тăкăнать темелле. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Пире çĕр çине Турă мĕн пур ăс-тăнпа, майсемпе усă курса пурăнма çуратса янă пулин те, эпир унăн пĕ-ĕ-ĕ-чĕк пайĕпе çеç çырлахатпăр. Çакăн валли хамăра-хамăр лăплантарма сăлтавĕ те тупăнать тата: е ерçỹ çитмест, е майĕ-шывĕ çук, е укçи-тенки сахал... Чăваш Ишекĕнчи Антоновсен кил картине кĕрсе ура ярса пуссанах тепĕр хутчен чун апачĕ валли хĕлхем тупнине туйрăм.
Урамалла пăхакан виçĕ чỹречеллĕ çуртăн картишĕнче мана кил хуçипе пĕрлех хăйсен кĕлеткипе мăнаçланса çỹрекен кăрккасем кĕтсе илчĕç. Чăн-чăн хуçа пекех туяççĕ пулас вĕсем. Пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр утăм та тумаççĕ: кăр-кăр, кăр-кăр... Пĕр кĕтỹ кайăк-кĕшĕкрен тĕлĕннине курсан, Леонид Николаевич лăпкăн çеç: "Ку мĕн-ха вăл! Манăн туссем тата чылай. Вĕсенчен чуна пусараканни вара Атила, Волчица, Кунак тата икĕ Альфа. Вĕсемпе эпир кашни каç уçăлма тухатпăр...", _ терĕ. "Пăру е вăкăр ячĕсем-ши кусем?" _ тỹрех пуçра шухăш мĕлтлетрĕ. Çапах ыйту памасăр чăтрăм. Эпĕ çăвара уçиччен арçын кил выльахĕсемпе юнашарах пилĕк кашкăрпа туслашса пурăннине пĕлтерсен вара пĕр хăраса, пĕр тĕлĕнсе кайрăм. Ара, эпир зоопаркра çеç курма хăнăхнă кашамана асанне юмахĕнчен çеç пĕлетпĕр-çке!
Фермер статусĕсĕрех, нимĕнле патшалăх пулăшăвĕсĕрех, хăйĕн чунĕ ыйтнипе тĕрлĕрен выльăх-чĕрлĕхпе çынра çук кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хастар хăйĕн зоологи паркĕпе тĕплĕнрех паллаштарма пикенсен, чăнах та куç-пуç çамка çинех хăпарса кайрĕ пулас. Картиш йĕри-таврашне питĕ ăста меслетлесе вырнаçтарнă читлĕхсенче пысăк йышши кроликсем чупаççĕ. 7-8 амаран паян миçе çура пулнине хуçа та пĕлеймерĕ. Хăй калашле, вĕсене нихăçан та шутламан иккен. Эпир калаçнă хушăрах пỹрт çамки умĕнче ларакан Турă кайăкĕсем пăр-р! турĕç те хуралтăн иккĕмĕш хутĕнче хăйсем валли ăсталанă читлĕхе кĕрсе çухалчĕç. Ырă хуçа аллине лекнĕшĕн апăрша кăвик-кăвакарчăнĕсем те савăнăçне пытараймарĕç пулас... Экскурсие малалла тăснă май лупасайăн иккĕмĕш хутĕнчи çăмламас ураллă хитре чăхсемпе паллаштарчĕ. Мĕнле йышши çеç çук-ши ушкăнта! Ка-йĕк-кĕшĕке пурне те хăй лартса кăларать хуçа.
Нумаях пулмасть çемьене хутшăннă вăрăм хỹреллĕ, асамат кĕперĕн тĕсĕсем пек илĕртỹллĕ фазансене те алла хăнăхтарма ĕлкĕрнĕ. Сассине парсанах хăйсен чĕлхипе темĕн шавларĕç. Çапах ютшăнаççĕ-ха çĕнĕ çĕре "хĕве" хупнăскерсем.
Фауна тĕнчипе паллашса пынă май вăрттăн-хĕрттĕн пĕрмай маларахри читлĕхе сăнатăп. Тен, çичĕ юта сиссе пĕр-пĕр кашкăрĕ сикĕ те тухĕ. Лаша витипе тиха, пăрусем тăракан вырăнтан иртсе кайнă хыççăн кил хуçи лутра çеç сарайне уçрĕ те... Пĕчĕк пăруран кая мар йытă евĕр чĕрчун хуçан чĕркуççи çине лаш! çеç аллисене (малти урисене) хучĕ. Шарт сикрĕм!
_ Ан хăрăр, вăл ăслă йытă пекех пурне те ăнланать. Ку _ кашкăр. Волчица иккĕре. Тăватă ураллă тусăм хăйне ачашланине, унпа калаçнине кăмăллать. Каçсерен анкартине уçăлма тухсан та пиллĕкĕшĕ те çумран каймаççĕ.
_ Мĕнле-ха апла? Сирĕн ялпа юнашарах вăрман. Кашкăра мĕн чухлĕ тăрантарсан та вăрман еннеллех пăхать теççĕ-çке,_ терĕм аптăранипе.
_ Çут çанталăк кашкăр пулма çуратса янă тискер чĕр чунсемпе эпĕ ача чухнех хамăн шăпана явакланă... _ терĕ Леонид Николаевич экскурсине вĕçленĕ май. Унтан хăйĕнпе пулса иртнĕ истори пирки каласа пачĕ. Çемьери çурма тăлăх тăватă ача Патăрьелĕнчи интернатра ỹснĕ. Ют çĕре хăнăхма çăмăл пулман пĕчĕкскерсене. Маларах килсе вырнаçса тымар янă ачасем хăйсен паттăрлăхне кăтартса-ши çĕнĕ ачасене хăмсарнă та, хĕненĕ те. Çакă Леньăна питĕ килĕшмен. Тăван ялта ăна кĕтекен амăшĕ пулмасан та, çакскер пĕр кунхине интернатран тухнă та тарнă. Тỹрех киле кĕмен, хăранă. Апăрша ачи тем шухăшпа вăрманта пытаннă. Кун каçа утса çỹренĕскер, ывăннипе тĕмеске çине канма ларнă та, сĕнк пулсах кайнă... Куçне уçсан пăхать те... Таврара шурăмпуç та кăвакарать, ир пулса килет. Унăн икĕ енче вара икĕ пысăк йытă тăра парать. Анчах тĕлĕнмелле: анчăксем ют çынна тытса çурасла вĕрмелле пек пулин те темшĕн вĕсем сас та памаççĕ, хăратмаççĕ те. Çавăн пек лăпкăлăх туйăмĕпе тăватă ураллă туссем ăна яла çитичченех ăсатнă. Унтан хăйсем каялла вăрмана тапса сикнĕ. Шĕвĕркке чухне Леня вĕсем кашкăр пулнине те ăнланман. Вăхăт иртсен, темиçе çултан çеç вăл кашамансемпе юнашар çĕр каçнине ăнланса илнĕ. Çур ĕмĕре яхăн каялла пулса иртнĕ истори хыççăн кашамансемпе çĕнĕрĕн туслашнишĕн вара Леонид Николаевич пĕрре те ỹкĕнмест. "Вăхăтĕнче вĕсем манăн управçăсем пулнă-çке", _ лăпкăн çеç кулчĕ кашкăр хуçи.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)