01 ноября 2016 г.
Çапла çирĕплетет Патăрьелĕнчи "Сирĕн тухтăр" центр ертỹçи Д. З. Гайнуллина гирудотерапевт Темиçе çул каялла, Мари Рес- публикинчи санаторире кану вĕçленнĕ чухне, пĕр тухтăр пиявка (чăваш сăмахлăхĕнче ăна сĕлĕх тесе палăртнă) лартса чирлĕ çынна сисĕмлĕ пулăшу пама, хăш-пĕр чиртен йăлтах хăтарма май пурри çинчен каласа кăтартнăччĕ. Çавăнтах темиçе çын ун патĕнче сипленме килĕшрĕç. "Питĕ шел, манăн ыранах киле таврăнмалла", _ терĕм ăшăмра сĕлĕх сăххине хам çинче тĕрĕслеме вăхăт çитменнишĕн пăшăрханса.
_ Эсир çĕнĕлĕх сиплевне вĕренсе лицензи илнине пĕлтĕм те тỹрех сирĕн пата килме шутларăм, _ çак сăмахсенчен пуçланчĕ хам унчченех лайăх пĕлнĕ, вăтăр çул ытла Патăрьел больницинче ĕçленĕ тата районти профилактори ертỹçинче тăрăшнă опытлă терапевтпа.
Д. З. Гайнуллинана, Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухсан, Чăваш Ене ĕçлеме янă. Вун-вун çул халăха сипленĕ тухтăр _ Патăрьелĕнчи чи хисеп- лĕ çынсенчен пĕри. Ăна темиçе хутчен те район депутатне суйланă. Ытти обществăлла ĕçре те палăрнă. Хастар та пуçаруллă пулнăран нумай-нумай наградăна, çав шутра РФ сывлăх сыхлав министерствин Хисеп грамотине те тивĕçнĕ.
Вăл манăн медицина карттине пăхса тухрĕ те пиявка сиплевĕ вырăнлă пулнине палăртрĕ. Çи- йĕнчех малтанхи сеанс ирттерчĕ.
_ Тỹрех калатăп, сĕлĕх сăхтарни пурне те юрамасть, _ ăнлантарать Дильбар Зардыновна. _ Калăпăр, аталаннă усал шыçă е гемоглобин пĕчĕк пулсан. Анчах вăл ытларах çынна тĕлĕнмелле пысăк усă кỹрет. Çак чĕрчун ỹт çине 1,5 миллиметр таран тирĕн-се ларать те çын организмĕнчи чирпе çыхăннă юна ĕмсе илсе, хăйĕн сĕлекине (унта çĕр ытла сиплĕ компонент шутланать) вырнаçтарать. Шăпах çакă витĕм- лĕ сиплев кỹрет те: юн çулĕнчи чăрмавсем (тромб тетпĕр ăна) арканма, ỹт-пỹ тытăмĕ (тканьсем) çĕнелме пуçлаççĕ, çĕнĕ капиллярсем çуралаççĕ. Çапла майпа хăйне япăх туяканăн организмĕ çĕнелсе ылмашăнать, çын темиçе сеанс хыççăнах хăйне ла-йăх туйма пуçлать: пуç ыратни, пилĕк-çурăмпа ал-ура сурни ма- йĕпен манăçма пуçлать, час-часах çав йывăрлăхсем яланлăхах иртеççĕ. Акă, нумаях пулмасть пирĕн патăрта çурăм тата купарча шăммисене хытă сиенленĕ вăтам çулсенчи Исемпел чăвашĕ пулчĕ. Хăй каланă тата больница картти тăрăх, таçта та сипленнĕ вăл. Анчах уссине туйсах кайман. Темиçе хут пиявкăсем лартнă хыççăн вара савăнсах самай çăмăлрах пулнине пĕлтерчĕ.
_ Пирĕн шутпа, ун пек пулсан ытти чирсем те кăштах аяккалла т араççĕ? Пĕр чир тепри- не, иккĕмĕшĕ _ виççĕмĕшне çуратать, тетĕр вĕт-ха эсир, тухтăрсем...
_ Чăннипех те çапла. Пĕр чир аталанăвне чарсан тепĕр ыратаканни те тамалать. Юн куçаслăхĕ лайăхланни, унăн пусăмĕ йĕркене кĕни хăй кăна та çын кăмăл-туйăмне çĕклет. Сĕлĕх лартни (герудотерапи) çакна тума пултарниех геморрой, варикоз, атеросклероз, тромбофлебит, стенокарди, экзема, подагра, шалти миома, простатит, пиелонефрит тата ытти чылай чир аталанассине пỹлсе хурать тата ирттерсе яма пулăшать. Чăн та, хăш-пĕр чухне тĕрлĕ вăхăтран хушма сеанссем ирттерме, çапла вара сиплеве çирĕплетме тивет.
Çакна та каласа хăварасах тетĕп: эпир сиплеве комплекслă йĕркелеме тăрăшатпăр. Калăпăр, хăш-пĕр пациентсене пиявка лартнă хушăрах магнитотерапи пулăшăвĕ паратпăр. Çавна май кашни çынах пирĕн патăртан лайăх кăмăлпа, тав туса тухса каять. Процедурăччен тата сиплев хыççăн хăтлă пỹлĕмре хамăр хатĕрленĕ сиплĕ чей ĕçни, экран çинче чуна кантаракан çемĕ итлени тата канлĕх кỹрекен ỹкер- чĕксем курни те ырă канăç парать.
_Сĕлĕх-сиплевçĕне хăвăр ĕрчететĕр-и?
_Çук. Ăна Мускав çывăхĕнчи биофабрикăра туянса илсе килетпĕр. Пиявка хăйĕн ĕçĕпе вĕлле хуртне аса илтерет. Çавна май унпа пĕр çын çинче кăна усă куратпăр, кайран пациент куçĕ умĕнчех уйрăм савăта ярса пĕтеретпĕр.
_ Каçарăр та, эсир хăвăра мĕнле туятăр? Çуркунне пуçламăшĕнче сипленнĕччĕ вĕт-ха.
_Çапла. Ытти çулсенче çуркунне вĕçнелле организм самаях хавшатчĕ, пилĕк-çурăм, пуç ыратни аптăратсах çитеретчĕ. Кăçал... Ăнсăртран мотоблокпа пысăк пахча та сухалама лекрĕ. Çулне кура _ çăмăлах пулмарĕ, паллах. Анчах, Турра шĕкĕр, икĕ-виçĕ кунтан пĕтĕмпех уçăлса çитрĕм.
_Сирĕн пата епле черете çырăнмалла тата килмелле? _ тесе ыйтаççĕ чылайăшĕ.
_ Малтан 89030637064 номерпе шăнкăравласан, канаш ыйтсан аванрах. Анчах кирек кам та хăйĕнпе пĕрле сиплев карттине илсе килмелле. Чир е ытти ырату историне тĕпчени пире сиплев вăхăчĕпе меслетне тĕрĕс палăртма май парать. Пирĕн центр Ленин урамĕнчи 34-мĕш çуртра вырнаçнă. Пурте пĕлекен Перекет банкĕнчен 200 _300 метрта анчах.
Анатолий ТИМОФЕЕВ.
Сиплев центрĕнче сывалнисен хаклавĕнчен:
Александр ГРИГОРЬЕВ, предприниматель (Елчĕк ялĕ):
_Ыйхăсăр аптранипе тарăхаттăм. Халĕ выртсанах çывăрса каятăп. Ирпе çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа, ĕçлес туртăм пысăк пулнипе вăранатăп. Урасем йăлтах ыратма пăрахрĕç. Çывăх вăхăтра мăшăрăма та сиплев курсне ярас шухăш пур.
Галина ТАКТАШКИНА, пенсионер (Шăмăршă ялĕ):
_ Юн тымарĕсем пĕрре те канăç памастчĕç, пуç ыратнипе хытă аптăраттăм. Сиплев хыççăн хама чылай çăмăл туятăп. Дильбар Зардыновнана пысăк тав. Хĕрĕх тăваттăри хĕрарăм (чирĕ пирки тата ятне калама хушмарĕ): _тухтăр-гинеколог чире палăртсан, хуйхăпа, операцие епле ирттерĕп-ши, тесе асаплантăм. Халĕ, мухтав Турра, ăна-кăна туймастăп. Дильбар сĕнĕвне шута илсе çур çултан тепре тĕрĕслеттерес тетĕп. Кирлĕ пулсан, тепĕр сеанса пĕр иккĕленмесĕр çỹретĕп.
Д. З. Гайнуллина, тухтăр-гирудотерапевтăн пĕтĕмлетĕвĕ:
_Пиявкăпа сиплеме вĕренсе лицензи илнишĕн савăнатăп. Çулталăкрах çĕр-çĕр çынна самай çăмăлланма е пĕтĕмпех сывалма пулăшни _ маншăн та, пациентсемшĕн те чăн телей.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)