01 ноября 2016 г.
Ева Лисина
Калав малалли
Пĕр-икĕ уйăхран çак ача пирĕн пата тата тепре килсе кайрĕ. Вăл питĕ асăрханса кĕнĕ пулас: эпир калинкке уçăлнине те курман-илтмен. Вăл пỹрт алăкне те майĕпен-майĕпен уçса, малтан пуçне чиксе пăхрĕ (пушă çурта çапла кĕреççĕ пулĕ, тата: "Кунта чĕрĕ çын пур-и?" тесе ыйтаççĕ пулĕ). Пире курсан вара хавассăн кăшкăрса ячĕ:
- Якши!1
Мĕнле кирлĕ пулнă пире çак сăмах, çак савăнăç! Эпир, пилĕк çын, пĕр-пĕринпе ыталанса илтĕмĕр. Пирĕн çав тери, çав тери çак ачапа калаçас килетчĕ. Эпир, виçĕ ача, хамăра пỹрнепе тĕлле-тĕлле, ăна хамăр ятăмăрсене пĕлтертĕмĕр. Вăл, пире култарас тесех пуль, кашни ята илтмессерен шалтах тĕлĕннĕ пек куçне чарса, пуçне пăркаларĕ, чĕлхипе чаклаттарчĕ. Унтан хăйне кăкăрĕнчен çапса илчĕ:
- Ильгиз!
Ильгиз - илемлĕ ят. Шăпах çак ачана юрăхлă ят. Малтанхи пекех, Ильгиз виçĕ пашалу илсе килнĕччĕ. Тата çăнăх та пурччĕ. Çăнăхĕ нумайччĕ: ывăç та мар, йĕкĕр ывăç та мар, питĕ-питĕ нумайччĕ - пĕр кило та пулĕ...
Ильгиз хальхинче те хăналанасшăн пулмарĕ, шыв ыйтса ĕçрĕ те тỹрех каялла инçе çула тухса кайрĕ. Унăн ĕнтĕ хура сăн çапнă ялсем витĕр, пуш пучахлă хирсем урлă утмаллаччĕ. Выçăпа асапланакан пĕр ялпа выçăпа асапланакан тепĕр ял хушшинчи çул çинче çав тутар ачине ĕнтĕ унчченхи хыпарах - "Пирĕн чăвашсем чĕрĕ!" - ураран ỹкме паман...
Çавах та эпир çуркуннене çитрĕмĕр. Кĕтỹ кăларнă кун урамра пĕтĕм халăх ĕнесем çине - пĕр сассăр, сулăна-сулăна кайнă пек аран пыракан ĕнесем çине (вĕсем хушшинче ĕнтĕ ури çине тăрайманнипе вĕрен вĕççĕн йăтса тăратнисем те пулнă) - сехĕрленсе пăхса тăратчĕ..." Укăлчаран çеç тухайинччĕ... - терĕ манăн анне хамăр ĕне çинчен. - Укăлчаран çеç тухайинччĕ, хирте ĕнтĕ курăк шăта пуçланă..."
_____________
1якши (тутар.) - лайăх.
Курăкĕ хăвăрт ỹсетчĕ. Тимлĕн пăхсан, ỹсен-тăрансем пĕр вĕçсĕр хускалнине асăрхама пулатчĕ: вĕсем саркаланатчĕç, кармашатчĕç, лăс-лăс силленетчĕç. Выçлăх тертне пĕрле тỹссе, эпир пĕр-пĕрне ăнланакан пултăмăр, тейĕттĕм, эпĕ вĕсем шăпăлтат- нă чухне пире, этемсене, çапла каланине ăнкараттăм: "Урăх ан вилĕр, кăштах, кăштах тỹсĕр-ха тата... Эпир васкавлă ỹсĕпĕр те, сирĕн валли çимĕç çитĕнтерĕпĕр - нумай-нумай тутлă çимĕç парăпăр".
Çулталăк ытла хуçаланнă шелсĕр çанталăк хăварнă сурансене ачашшăн пăхакан хĕвел, йăш-йăш çумăр, вăш-вăш çемçе çил сиплерĕ. Пуссене шыв тулчĕ. Унччен кашни симĕс çулçа апат валли тататчĕç, халĕ вĕсем пĕр шикленмесĕр, ирĕккĕн вылянатчĕç. Хуткупăссем те вăранчĕç. Ялăн ĕмĕрхи илемĕ - муклатни, мекеклетни, какăлтатни, пик- летни, чĕвлетни, чĕвĕлтетни - çĕнĕрен чĕрĕлчĕ.
Манăн ялăм, икĕ çула яхăн ыйткалакан евĕрлĕ пулнăскер, хура пĕркенчĕкне сирчĕ те, куççулĕ витĕр ăшшăн йăл кулса çуталса кайрĕ... Çуркуннехи сар çеçпĕлĕм...
Хамăр ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан эпĕ вуникĕ çухрăмри Арапуçĕнчи вăтам шкулта вĕрентĕм. Хваттерте пурăнаттăм. Хваттер хуçи, Плаки инке, тăлăх арăмччĕ. Пуçтарăнтăмăр эпир ун килĕнче пилĕк ача, ашшĕсене вăрçăра çухатнă çур тăлăхсем: виççĕшĕ - Плаки инке ачисем, эпир - эпĕ тата манпа пĕрле пĕр класрах вĕренекен ирçе ачи Валерий - хваттерте тăракансем. Плаки инке патĕнче виçĕ çул пурăнса та эпĕ хама нихăçан та ют ача вырăнне хунине курман - ун ăшши, хĕвел ăшши пек, пурне те çитетчĕ.
Тăван киле эпĕ шăматкун уроксем хыççăн таврăнаттăм. Вырсарникун каçпа вара эрнелĕх апата кутамккапа çакса, каялла Арапуçне каяттăм. Эпир пурте пĕрле апатланаттăмăр, çавăнпа мĕн илсе килнине тỹрех Плаки инкене параттăм.
Анне мана хăш-пĕр кунсенче киле килме чарнăччĕ: çурхи шыв-шур вăхăтĕнче ("шыва путса вилĕн"), шартлама сивĕре ("шăнса вилĕн"), çил-тăман тулашнă чухне ("аташса кайăн") çула тухма юрамастчĕ. Çул нумайлăха хупăнсан, Валерипе иксĕмĕрĕн ирĕксĕрех Плаки инке шучĕпе тăранса пурăнма тиветчĕ. Вăл мĕнле саплаштаркаласа пурăннине пĕлсе-курса тăраканскерсем, эпир хамăра аван мар туяттăмăр. Манăн анне, çавнашкал кунсем пуласса пĕлсе, мана малтанах канаш парса хунăччĕ: "Арапуçĕнче хатĕрлев кантурĕ пур. Унта Садри пиччен кĕçĕн ывăлĕ Абдулла ĕçлет. Йывăр пулса çитсен, çавăн патне кайса кил".
- "Ăна мĕн теес-ха?" -
"Абдулла пичче, сывлăх сунатăп тесе çеç кала. Сана мĕн кирлине вăл хăех ăнкарать. Нумай пулмасть вăл пирĕн пата кĕрсе тухрĕ, эс ăçта вĕреннине, ăçта пурăннине ыйтса пĕлчĕ".
Пĕррехинче, çурхи шыв кап- ланса килнĕ вăхăтра, эп çав кантура икĕ хутчен те кайса килтĕм. Вăл хупăччĕ. Анчах çав кунсенчех эпĕ шкултан килтĕм çеç, Плаки инке мана савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ:
- Пĕлетне, пирĕн пата кам килсе кайрĕ - хатĕрлев кантурĕн- че ĕçлекен тутар! Кур-ха, мĕн илсе килнĕ вăл!
Пусăрăнчăк кăмăла пула хăш чухне куç умĕнчи илеме те туллин кураймастăн, халь акă хаваслантăм та çуркуннен ĕмĕрхи илемĕ - пур енчен те йăрăлтатса юхакан шыв, йăва çавăрмашкăн улăм пĕрчи, мамăк хыпса вĕçекен кайăксем - çĕнĕрен курăнса кайрĕ.
Абдулла пичче темиçе çавра çăкăрпа пĕр хутаç çăнăх илсе килнĕччĕ. Çăнăхĕ лăнкахчĕ.
- Халь ĕнтĕ чылайччен тытăнса тăрăпăр. Сире салма пĕçере-пĕçере парăп, - хĕпĕртерĕ Плаки инке. Вăл мана хутпа чĕркенĕ чăмакка тыттарчĕ. - Çакна сана хăвнах пама хушрĕ. Лайăх вĕрентĕр, терĕ.
Ятарласа ман валли хăварнă кучченеç - катăклă сахăр, тĕнчери чи тутлă çимĕç! - тăван кил саламĕ пекех пулчĕ: аслă пиччĕшĕ кĕçĕн йăмăкне хăналать-çке!
- Вăл сире ăçтан пĕлет? - тĕпчерĕ Плаки инке. -
Вăл пирĕн хурăнташ! - мăнаçлăн хуравларăм эпĕ.
- Мĕнле вăл сирĕн хурăнташ пултăр: эпир чăвашсем, вăл тутар.
- Вăл - Садри пичче ывăлĕ, Садри пичче - ман Якур кукаçин шăллĕ.
- Мĕнле Садри? - шартах сикрĕ Плаки инке. -
Шăнкăртамри Садри!
- Шăнкăртамри Садри?! Ара хурах вĕт вăл! Лаша вăрри! Çаратуçă! Çак сăмахсем - хама çине-çине пуçран çапнă пек! - мана анăратсах ячĕç. Эпĕ аран-аран хирĕçлерĕм:
- Çук, хурах мар... Çук, лаша вăрри мар... Çук, çаратуçă мар...
- Мĕнле çаратуçă мар? Хресчене лашасăр тăратса хăвар-ха... Пĕтĕм хуçалăх юхăнать. Плаки инке ман çине шикленỹллĕн пăхса илчĕ те пукан лартса пачĕ:
- Лар-ха çакăнта. Ачам, эс пăтраштаратăн. Паллах, эс урăх Садри çинчен калатăн. Аннỹ килтĕр-ха, тĕплĕн ыйтса пĕлĕпĕр. Ку тутарĕ вара - лайăх çын. Сăн-питĕнченех курăнать - уçă кăмăллă, ырă!
Малалли пулать
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)