03 ноября 2016 г.
ТУТАР Сăкăтĕнче ял старостисемпе аксакалсем, вырăнти хăйтытăмлăх депутачĕсем пĕр шухăшлă пулса виçĕ мечĕтрен пуçтарăннă 150 пин тенкĕ укçана тĕллевлĕ те сăваплă çĕре яма йышăннă. Ыркăмăллăх кĕмĕлне кивĕ масарти япăхнă картасене улăштарас тĕллевпе усă курнă. Унăн йĕри-таврашĕ сахалах та мар _ 200 метр ытла. Паян профнастилпа тытса çаврăннă сăваплă вырăн тирпейленнĕшĕн аксакалсем те, ял çыннисем те кăмăллă. Ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнисем хушшинче кашни килĕренех çывăх тăванĕ пур-çке. Ырă пуçарушăн Тутар Сăкăтсем А. Козлов, Д. Валеев, Р. Кадиров мулласене чĕререн тав тăваççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)