03 ноября 2016 г.
ЧĂВАШ Енте хамăр пурăнакан тавралăха йывăç-курăк акса-лартса капăрлатас, çеçкесемпе илемлетес, тирпей-илем, хăтлăх кỹрес тĕллевпе йĕркеленĕ кăçалхи конкурсра пирĕн районти Ишлĕри Шкул урамĕ уйрăм секторта пурăнакансен тирпейлĕхне хак панă номинаципе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Аслă çулăн икĕ енĕпе вырнаçнă вăрăмах мар урамра пурăнакансем чылайăшĕ хăйсен çурт йĕри-таврашне кăтартуллă та илемлĕ тытаççĕ. Вĕсен умĕсенчен çуран иртсе пыма та кăмăллă. Уйрăмах Андреевсен, Никитинсен, Павловсен, Михайловсен, Анисимовсен хуçалăхĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина. Çĕнтерỹçĕ-урама тивĕçекен укçи-тенкине вара каллех ял çыннин хăтлăхĕшĕн ярассине систерчĕ Людмила Александровна.
Çакнашкал конкурса вара ытти ял тăрăхĕсем те явăçма, унта хутшăнса хăйсен тăрăшулăхне, маçтăрлăхне кăтартма пултарнă. Ман шутпа, конкурса хутшăнма тивĕçлĕ урамсем ытти ялсенче те пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)