АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пуçлăхĕ М. ПЕТРОВ, район администраци пуçлăхĕ Р. СЕЛИВАНОВ саламлани

03 ноября 2016 г.

Патăрьел районĕн хисеплĕ çыннисем!

Раççей çыннисем хăйсен паттăрлăхĕпе, гражданла тивĕçне чунтан парăннипе яланах палăрса тăнă. Йăвăр вăхăтсенче вăй-хала туптанă, мĕнле нацие, тĕне пăхмасăр килĕштерсе пурăннă.

Патриотла туйăмсен чи аслă парăмĕ _ халăх ополченецĕсем Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе тунă паттăрлăх. Вĕсем çĕршыв чысне çăлса хăварнă. Халăхăн çар паттăрлăхĕ _ уяв, хамăр историе чунтан хисеплени. Çакă пире пурне те пĕр халăх пек туйма пулăштăр. Пĕтĕм вăй-хала пĕрлештерсен çеç эпир кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтеретпĕр. Паян пирĕн районти харсăр та пултаруллă халăх ĕçе юратни, çĕнĕрен те çĕнĕ цехсем, фермăсем, тĕрлĕрен управ хута кайни, ял инфраструктури çĕнелсе улшăнни, пурте тăнăçлăхшăн, ырлăхшăн ăнтăлни паха та пĕлтерĕшлĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан хисеплĕ çыннăмăрсене уяв ячĕпе саламланă май нумай нациллĕ халăхăмăра ĕмĕрхи туслăха çирĕплетсе пыма, пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса пурăнма, ырă йăла-йĕркесене упрама сунатпăр.

Район пуçлăхĕ М. ПЕТРОВ, район администраци пуçлăхĕ Р. СЕЛИВАНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика