АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИРТНИ _ МАЛАШЛĂХ НИКĕСĕ

03 ноября 2016 г.

2017 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче пирĕн тăван районăмăр хăйĕн çавра паллине, 90 çулне, паллă тăвĕ. Юбилей умĕн хускатмалли темăсем, шухăшсем пайтах. Пирĕн чи пысăк пуянлăх вара _ çынсем, матур та ĕçчен, пултаруллă та тăрăшуллă çĕр ĕçченĕ-сем, района çулсеренех аталанма пулăшакан хастарсем. Юбилей умĕн район пурнăçне çутатас тĕллевпе "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче сахал мар ĕç пуçарнă, тĕрлĕрен акцисемпе конкурссем те йĕркеленĕ. Анчах ку çеç çителĕксĕр тесе шутлаççĕ унăн сотрудникĕсем.

Çулсем пĕрин хыççăн тепри черетленеççĕ. Паллă çынсем те сайралаççĕ, событисем те хыçран-хыçа юлса пыраççĕ. Иртнĕ кунсен историйĕ, халăх пурнăçĕн паллисем вара нумай çуллăха музейра çеç упранса юлма май пур. Çавăнпа та пĕлтерĕшлĕ япаласене, пулăмсене упраса усрас тĕллевпе ра- йон юбилейĕ умĕн музейра "Мира не узнаешь, не зная края своего" ятпа акци ирттереççĕ. Çак акцие ял тăрăхĕсем, учреждени, организаци, предприяти, урăхла каласан, харпăрлăх формине пăхмасăр кашни коллектив хăйсен историйĕ, аталанăвĕ пирки сăн ỹкерчĕксен стендне тăратма е тата ытти информаци ресурсĕсемпе, тĕрлĕрен экспонатсемпе, халăх культурине, пурнăçне кăтартакан ĕлĕкхи япаласемпе музея пуянлатма пултарать. Килте упранакан кивĕ открыткăсемпе маркăсем, значоксемпе ĕлĕкхи укçасем таранах районăн историпе этнографи центрне парнелеме май пур.

Район историйĕпе çыхăннă электронлă видеоматериалсем те пĕлтерĕшлĕ. Иртнисĕр малашлăх çук, теççĕ. Çак тĕллев-пе ырă ĕç тунă кашни çыннăн, коллективăн хастарлăхĕ район историне пуянлатма пулăшĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн шăпах çак шухăша кашни вулакан патне çитересшĕн. Пĕрлĕхре вара вăй та, ăнăçу та.

Н. МАЗЯКОВА, хаçат редакторĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика