03 ноября 2016 г.
Акатуй умĕн районта çулленех йĕркелекен уй-хир тĕрĕслевĕнче Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина Пăлапуç Нурăсĕнче С. Халитова фермер 1000 качака вырнаçмалăх ферма уçма шухăш тытнине пĕлтерчĕ. Ку хыпара нумайăшĕ пĕр тĕлĕнсе, пĕр ĕненмесĕр йышăнчĕ ун чухне. Çулла вара чăнах та яла пырса кĕрекен çулăн сылтăм енче хĕрỹ ĕç пуçланчĕ.
Строительсем кĕске вăхăтрах 500 качака кĕмелĕх витене хăпартрĕç. Хуралтăна декабрьте хута яма палăртнăран халь кунта кашни минутпа туллин усă курса объектра та, ун тулашĕнче те пикенсех ĕç вĕрет. Урайне бетонпа витнĕ çĕрте выльăхсем тăмалли картасене тимĕрпе тытаççĕ. Тепĕр çĕрте вара шăпах бетона сарса тикĕслеççĕ. Тракторсем территоринчи çула тикĕслеççĕ, тирпейлеççĕ.
_ Вите 48 качака вырнаçакан сумалли залпа пулать. Кăçал фермăн пĕр пайне, çитес çул вĕçĕнче вара теприне хута яма палăртнă. 10-12 çын валли ĕç вырăнĕ хутшăнĕ, _ терĕ Н. Кутузов управляющи территорипе паллаштарса çỹренĕ май.
_ Мĕншĕн-ха качака ферми уçма шут тытнă? _ кăсăклансах ыйтрăм Николай Анатольевичран.
_ Районта ĕнесем, сурăхсем тытакан фермерсем пур, качака усракансем çук. Татăклă утăм тăвиччен нумай шухăшларăмăр. Тутар Республикинчи, Мари Элти тата хамăр республикăри Йĕпреç райо- нĕнчи "Путиловка" пĕрлешỹре качака фермисенче пулнă, ĕç опычĕпе паллашнă хыççăн бизнес-проект хатĕрлесе ĕçе пикентĕмĕр, _ тесе пĕлтерчĕ управляющи.
Пăлапуç Нурăсĕнчи фермăра зааненски ăратлă качакасене усрама палăртаççĕ. Выльăха Питĕр хулинчен тата Йĕпреç районĕнчен илсе килеççĕ. Н. Кутузов пĕлтернĕ тăрăх, кĕтĕвĕн çуррине туяннă-мĕн. Шăкăлт-шăкăлт пушмакпа çỹре- кенсем халь карантинра тăраççĕ.
Выльăх усрас тесен апачĕ те кирлĕ. С. Халитова фермерăн 537 гектар çĕр. Унта нумай çул ỹсекен курăксем, куккурус, тыр-пул çитĕнтернĕ. Качакасене хĕл каçарма утă, силос, тырă янтăланă. Çитес çула валли 100 гектар кĕрхи культура акса хăварнă.
О. ПАВЛОВА.
Пĕлме интереслĕ Зааненски ăратлă качака çулталăкне пĕр тонна таран сĕт парать. 3-4 пăрланă хыççăн паха шурă шĕвеке талăкра вăтамран 8-12 литр таран антарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)