АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çĕре çеç мар, унта ĕçлекене те юратмалла"

03 ноября 2016 г.

Çапла хак пачĕ хăйĕн ĕçне Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин (ỹкерчĕкре) кăçалхи ĕç çулталăкĕ пирки калаçу пуçарсан. Ун хыççăн тỹрех хуçалăхра таса кăмăлпа тăрăшакансене аса илчĕ. Хăйсен ялĕнчи матур ĕçченсем çеç мар, çулсеренех пулăшакан Сител, Аслă Чемен хастарĕсем те кăçалхи вырмара пысăк пулăшу панине каларĕ. _

Темĕнле çылăхшăн Çĕнĕ Ахпỹрте кăçал виçĕ хутчен те пăр килсе çапса хур кăтартрĕ. Çавна май пỹлмене кĕмелли культурăсен 30 проценчĕ çухалчĕ. Уйрăмах пĕрчĕллĕ культурăсене хамăр ĕмĕтленнĕ пек пуçтарса кĕртеймерĕмĕр,_ яланхи пекех лăпкăн çеç калаçăва пуçларĕ вунсаккăрмĕш çул çĕр аннемĕр тивлечĕпе усă куракан фермер. Çапах та çĕр ĕçченĕсене тав тумалăх пур: гектартан 36 центнер урпа, 31 центнер сĕлĕ, 205 центнер çĕр улми тухрĕ. Кишĕрпе хĕрлĕ кăшман тухăçĕ те начар мар _ 640 _ 660 центнер, сухан-севок та кăмăла хуçмарĕ, гектартан 244 центнер тухрĕ,_ кĕр мăнтăрĕн савăнăçне пайларĕ Евгений Михайлович.

Кирек мĕнле ĕçре те ăс тата укçа-тенкĕ ытлă-çитлĕ пулни çеç çителĕксĕр. Ăнăçăва сыпăнтарса пырас тесен, опыт та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Ахпỹртре çеç мар, районта та пуçласа çĕрпе çыхăннă проектсене явăçса ăнăçлă ĕçлесе кайнă çĕр хуçин хăнăхăвĕ çителĕклĕ. Паян вăл çĕр культурине çитĕнтерес тесе çĕнĕ технологисене усă курни, шăрăх çанталăкра шăвармалли меслетсен проектне ĕçе кĕртсе пыни, çĕрсене тĕрлĕрен гербецидсемпе варăнтарни, техника паркне çулсеренех çĕнетни тата ытти те çакнах çирĕплетсе парать. Вĕсен çумне тата ял халăхĕ валли çулталăкĕпе тăрăшма ĕç вырăнĕ пулни те паян патшалăх хак паракан пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри тесе калас килет.

Çитĕнтернĕ культурăсен ытларах пайне хăтлă управсене хурса кирлĕ пек вырнаçтарни фермершĕн меллĕ те, тухăçлă та. Кăçал уйран кĕнĕ "иккĕмĕш çăкăра" 20 тонна çеç сутнă, ытти _ управра. Хальхи вăхăтра ĕçченсем ăна сутлăх хатĕрлеççĕ, продукцине сеткăсене тултараççĕ.

Ĕмĕтĕн чикки çук, теççĕ. Кăçал хăй вăйĕпе 150 тонна вырнаçмалăх хута янă виç-çĕмĕш управ та çителĕксĕр тесе шутлать хуçа. Çавăнпа та çитес çул тĕш-тырă кĕлечĕн никĕсне яма планласа хунă. Пăла тăрăхĕпе вырнаçнă 25 гектар çĕре пĕтĕмпех шăварăнмалла тăвасси те малашлăхра.

Ĕçпе кану çеç мар, ĕçпе юнашар ыркăмăллăх пулни ăнăçу çеç кỹрет тесшĕн. Е. Мартышкин çулсеренех шкул коллективне хĕл каçмалăх пахча çимĕçпе тивĕçтерет. Унсăр пуçне учитель-пенсионерсене, ватăсене тырă парать, ыркăмăллăхпа çыхăннă акцисене те хутшăнать тата ытти те. Çакă район Пухăвĕн депутачĕшĕн ырă та пархатарлă, çав вăхăтрах сăваплă ĕçĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика