03 ноября 2016 г.
Ламран-лама куçакан йăла- йĕркесене тытса пырас пирки нумай калаçатпăр эпир. Ку хутĕнче ăна ĕçпе çирĕплетекенсем çинчен сăмах пуçарасшăн. Шăнкăртамри Земдихановсемпе Шамсутдиновсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасшăн вулакансене. Пĕр тăван Дамир Минхайдеровичпа Гульнара Минхайдеровна хăйсен мăшăрĕсемпе _ Гульнара Идиатулловнăпа тата Жемил Эмировичпа _ çĕнĕ ĕçе пуçăннă: аш-какайран тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне ял варринче "Халяль" суту-илỹ лавкки уçнă, киоск та ĕçлет. Вĕсен сентрисенче вырăнта хатĕрленĕ таварсем.
_ Ĕçе пĕчĕкрен пуçăнтăмăр, паллах, _ каласа парать Гульнара Минхайдеровна. _ Эпир хатĕрлекен продукцие халăх хапăлласа туянни сисĕнчĕ. Халиччен асатте-асанне килти условинче аш-какайран мĕн хатĕрленĕ _ туянакансене çавна сĕнтĕмĕр. Лаша какайĕнчен кăлпасси, чăх ашĕнчен рулет, сутĕнь, вĕсенченех фарш кăлараттăмăр. Манты, пельмень, голубцы... ыйтакансем йышланчĕç. Сĕтрен хăйма, варенники, чăкăт, кăрт, катык, килти сахăр тунă продукцисем суту-илỹре татăлмарĕç. Кайрĕ вара малалла ĕç.
Суту-илỹ залĕ пĕчĕк мар. Унăн сентрисем çинчи ассортимента шутласа та кăлараймăн. Икĕ цех ĕçлет предпринимательсен. Кунтах çăкăр-булка изделийĕсем те пĕçереççĕ. Çаврака çăкăра, аш-какайпа хупса тунă кукăльсене, баурсака, чак-чака, губадияна, пелĕше, пиццăна, хвороста... хапăлласах туянаççĕ.
Хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă май Гульнара Идиатулловна пĕчĕк савăтсемпе тĕрлĕ салатсем витрина çине кăларнине те каласа парать. Чыслă хăна пухма хатĕрленекенсем мĕн тĕрлĕ кукăль, печени, торт заказ памаççĕ-ши тата? Кăп-кăпăшка, техĕмлĕ пиçнĕ çимĕçсем сентресем çинче выртса тăмаççĕ. Тавара çывăхра пурăнакансем çеç мар, кỹршĕллĕ ялсенчен те килсе туянаççĕ.
Икĕ çемье тытса пыракан ĕç паянхи кун апат-çимĕçе хатĕрлекен цехра 13 çынна, суту-илỹ лавккисенче 11 çынна ĕçпе тивĕçтерме май панă. Тỹлевĕ те аванах вĕсен. Çакă тавар сутăннипе тỹрремĕнех çыхăннă. Вырăнти продукцирен хатĕрленĕрен пур çимĕçĕ те паха. Технологине пăхăнса ĕçлеççĕ. Пĕçернĕ çĕре тĕрлĕ хутăш ямаççĕ. Тутă кĕртекен консервантсемпе те усă курмаççĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç пăсăлмасть.
_ Наци блюдисене сĕнеççĕ пире. Килте кашнийĕшне уйрăмшарăн пĕçерсе ларасси çук. Хăнана каяс умĕн те çак суту-илỹ çуртнех килетпĕр,_ теççĕ тавар туянакансем.
Виççĕмĕш çул çеç ĕçлеççĕ Шамсутдиновсемпе Земдихановсем апат-çимĕç тирпейлекен производствăра. Халăх вĕсен продукцине хапăлласах йышăнать. Çакăнта аш-какайран çимĕç хатĕрлекен цехри Р. Алеева, Г. Айзатуллова, Х. Гимранова, çăкăр-кукăль пĕçерекен Р. Чепекова, Ф. Яхина, Ф. Янтыкова, М. Махмутова, М. Земдиханова, Д. Кргиева, Р. Хисаметдинова, Г. Купкенова, М. Абейдуллина тỹпи те пур.
Пуçăннă ĕçе пĕр тикĕс тытса пырас тесен тăрăшулăх кирлех. Апат-çимĕç хатĕрлемелли оборудованисем те туянмалла. Вĕсем йỹн те мар. Конкуренци те пур ялта. Çавах тавар туянакана хăйсем патне çул хывтарнах вĕсем. Малашне те хăйсен ят-сумне çĕре ỹкермеççех.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)