08 ноября 2016 г.
Ноябрĕн тăваттăмĕшĕ, шăпах районта ял хуçалăх ĕçченĕсен тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен уявне паллă тăвас умĕн юр çурĕ те таврана шап-шурă турĕ. "Тăрăшса ĕçлерĕр, халь пĕтĕмлетỹ туса кăштах канма та вăхăт" тенĕнех туйăнчĕ ял çыннине çут çанталăк.
Уяв район историйĕшĕн паллă самантсенчен пуçланчĕ. Шăнкăртамри Р. Бикчурин 120 ĕне выр- наçмалăх вите туса пĕ-тернĕ. Фермер "Дуслык" ял хуçалăх предприятин кăшкарĕ çеç тăрса юлнă хуралтине илсе патшалăх çемье фермине аталантарма паракан грантпа çĕнетнĕ. Сăмах май, çакна та палăртмалла: Р. Бикчурин иккĕмĕш витене хута ярать. Вăл выльăх-чĕрлĕхпе 2011 çулта ĕçлеме пикеннĕ. Маларах вăкăрсем самăртса сутма шухăшланă, анчах каярах хăйĕн шухăшне улăштарса ĕнесем усрама пуçланă. Паян унăн 105 ĕне-выльăх, унтан сăваканни _ 45. Хуçалăхра 10 уйăхра аш-какай чĕрĕ виçепе 6,4 тонна туса илнĕ, 220 тонна сĕт сунă. Пĕр ĕне вăтамран 5000 килограмм ытла сĕт панă. Кăтарту районта чи лайăххисенчен пĕри.
_ Эпĕ пĕрремĕш витене уçнă çĕре те хутшăннăччĕ. Фермер пуçăннă ĕçе малалла тăсни питĕ савăнтарать. Республикăра та çакăн пек пултаруллă çынсен шучĕ йышланса пырать, _ терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи Комитечĕн председателĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлов чыслă лару-тăрăва район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа хутшăннă май. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн сумлă хăнасем, ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, АПК союзĕн ветеранĕсем фермăна кĕрсе курчĕç. Р. Бикчурин кăтартса çỹренĕ май малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
Юлашки çулсенче çусем типĕ те шăрăх килчĕç. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕ- сем те, фермер хуçалă- хĕсем те анасене шăвар- ма пуçларĕç. "Исток" агрофирмăра та ку ыйтăва татрĕç _ çитес çулла 267 гектара вăхăтран-вăхăт йĕпетсе тăма пултарĕç. Çĕр ĕç фирми федераци программине кĕрсе мелиораци валли 47 млн тенкĕлĕх пулăшу илме пултарнă. Кунта ятарлă шăвару хатĕрĕсене 2015 çулхи октябрь уйăхĕнче вырнаçтарма пуçланă, ноябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕçе вĕçленĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче çак объекта хута яни çĕр çынни малашлăха шаннине, ĕненнине, йывăрлăхсене парăнтарса пынине тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă туни урамранах сисĕнет. Кĕнĕ çĕртех улăмран тунă чăваш тумĕллĕ "хĕрпе" "каччă" пурне те хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Вĕсенчен инçех мар тăракан ĕнепе пăру инçетрен чĕрĕ пекех, халь-халь хуçине курса мĕкĕрсе чĕнессĕн туйăнаççĕ. Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче мероприятие хутшăнакансем кавăнсенчен ăсталанă поездпа та, çĕр улмин, тыр-пулăн, пахча-çимĕçĕн çĕнĕ сорчĕсемпе те ал ĕç ăстисен пултарулăхĕпе те, районти çăкăр-булка пĕçерекен, какайран тĕрлĕ çимĕç хатĕрлекен предприятисен продукцийĕсемпе те тĕплĕнрех паллашма, ас тивсе пăхма пултарчĕç.
Уяв çĕр ĕçченĕшĕн питĕ çывăх "Алран кайми аки-сухи" юрăран пуçланчĕ. Вăл кашнин чĕринче мăнаçлăх çуратрĕ. Унтан район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов сăмах илчĕ.
_ Ял çынни, çĕр хуçи Раççейшĕн яланах тĕп шанчăк тата тĕрев шутланать. Вăл çĕре юратнипе, яваплăха туйнипе агропромышленность комплексне аталантарма çителĕклĕ условисем туса парать, унăн ĕç кăтартăвĕ вара сĕтел çинче вырăн тупать.
Патăрьелсем малашлăха шанса пăхаççĕ. Районта çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси ỹссе пырать, тыр-пул тухăçĕ лайăхланать, çĕнĕ мелсемпе технологисене пурнăçа кĕртеççĕ... _ терĕ Рудольф Васильевич савăнăçлă мероприятине килнисене ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, çитĕнỹсем суннă май.
Çанталăк çулран-çул Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен чăтăмлăхне тĕрĕслет тейĕн. Е типĕ те шăрăх çу шăтса тухнă культурăсене ỹсме май памасть, е пулса çитнĕ тухăçа пухса кĕртмелле чухне чарăнми çумăр çăвать. Апла пулсан та йывăрлăхсене çĕнтерсе кăçал 42 пин тонна тыр-пул пухса илнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 3,5 тонна ытларах. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 24,2 центнерпа танлашнă. Çĕр улми иртнĕ çулхинчен 5,5 тонна сахалтарах _ 67 пин тонна _ тухнă, тухăç 170 центнер. Пахча çимĕç, сахăр кăшманĕ, хĕвелçаврăнăш та маларахри çултинчен ăнса пулнă.
Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 4933 тонна утă, 14,2 пин тонна сенаж, 13,1 пин тонна силос, 21 пин тонна улăм е пĕр условнăй выльăх пуçне 33,1 центнер апат единици янтăланă.Районта усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе пыни те савăнтарать. Кăçал 1350 гектар хутшăннă. Ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунин витĕмĕ ку. "Корма" (400 гектар), "Звезда" (150), "Красное знамя" (100), "Тойсинская" (65) ял хуçалăх предприятийĕсем, Е. Мартышкин (80), Л. Краснова (77), Р. Санзяпов (165), И. Чемеров (140), А. Багаутдинов (100), С. Халитов (65) фермерсем уйрăмах тăрăшуллă пулчĕç.
Уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи Комитечĕн председателĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев, ЧР физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков, "Россельхозцентр" федераци учрежденин филиалĕн ертỹçи Николай Малов, банк представителĕсем тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Пĕри те мероприятие пушă алăпа килмен. Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене Раççей, республика, район ша- йĕнчи Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе, наградăсемпе чысларĕç.
Хаклав
В. ПЛАТОНОВ, Анат Туçа ялĕ, АПК ветеранĕсен союзĕн членĕ:
"Вите питĕ лайăх. Кунта ĕçлекенсене те вăй хума кăмăллă пулĕ тесе шухăшлатăп. Кашни ялтах ферма кирлĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса ытларах продукци илессишĕн тăрăшмалла. Ун чухне пирĕн район тата пуянрах, экономика тĕлĕшĕнчен тĕрек- лĕрех пулĕ".
Николай ПЫРКИН, пенсионер, 81 çулта.
"Пирĕн районта çуллен тыр-пул, пахча çимĕçрен тухăç илессине, выльăх йышне пысăклатса пыраççĕ, çакă мана питĕ савăнтарать. "Авангард" тата "Советская Чувашия" хаçатсене çырăнса илетĕп эпĕ, вĕсем урлă Патăрьел тăрăхĕн тата республикăн пурнăçĕпе, çитĕнĕвĕсемпе кăмăлтан паллашатăп".
Надежда ТРОФИМОВА, Первомайскинчи ветеринари тухтăрĕ:
"Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене хисеплени питĕ савăнтарать. Паянхи уявра мана Раççей Федерацийĕн Тав хутне пачĕç. Çакă юратнă ĕçре малашне тата лайăхрах вăй хума хавхалантарать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать".
Петр ЯЛУКОВ, "Батыревский" АХО ертỹçи, Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
"Хăть мĕнле хисеп те чĕрене савăнтарать. Ĕçе сумлани чунра патриотлăх туйăмне çуратать, малалла тата хавхаланса çитĕнỹсем тума вăй парать. "Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" сумлă ята тивĕçнĕшĕн чăнах та хĕпĕртетĕп. Çакăнта манăн кăна мар, хуçалăхра вăй хуракансен тỹпи те пур тесе шухăшлатăп".
Цифрăсемпе фактсем
Районти ял хуçалăх таварне туса илекенсем Раççей, республика тата вырăнти бюджетран 133 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ.
Агропромышленность комплексĕнче 25 ял хуçалăх предприятийĕ, 185 фермер хуçалăхĕ тата 14206 уйрăм хушма хуçалăх тăрăшать.
Хаклав
Тальгат ШАКУРОВ, АПК ветеранĕсен союзĕн членĕ:
"Уяв мана питĕ килĕшрĕ. Мероприятие çỹл- лĕ шайра йĕркеленĕ. Район пирки кăтартнă кĕске кинофильм та нумайлăха асра юлĕ. Пĕтĕмлетсе çакна калас килет _ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх ытларах уйăрма пуçларĕç. Фермерсем ăратлă выльăх усрама тăрăшаççĕ. Продукци нумайрах илес тесен ăратлăхпа малалла та тăрăшмалла, чарăнмалла мар. Учетпа отчета тивĕçлĕ шайра туса пымалла. Ун чухне пур хуçалăх та тупăшлă ĕçлĕ, район кăтартăвĕсем тата лайăхланĕç. Патăрьелсем ĕçлеме пултараççĕ".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)