08 ноября 2016 г.
Чỹк уйăхĕн 5-мĕшĕнче пирĕн районта республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев пулчĕ. Малтанах вăл район администраци пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулса вĕрентỹ учрежденийĕсенче ФГОСа мĕнле пурнăçа кĕртсе пынипе интересленчĕ, малашлăхра тăракан тĕллевсемпе паллашрĕ. Каникул вăхăтĕнче çамрăксен канăвне, ĕçе явăçтарассине мĕнле йĕркеленипе кăсăкланчĕ. Вĕренекенсемпе педагогсем район, республика шайĕнчи мероприятисене хутшăннипе интересленчĕ тата ытти те.
Юрий Исаевпа Рудольф Селиванов агротехникумра пулса вĕрентỹ учрежденийĕпе, унăн пурлăхпа техника базипе паллашрĕç. Проблемăсемпе интересленсе малашлăх ыйтăвĕсене çĕклерĕç.
(Хамăр корр).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)