АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Паянхи кунпа мар, малашлăхпа пурăнмалла",

08 ноября 2016 г.

терĕ район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ĕнерхи черетлĕ анлă канашлура. Унта район администрацин структура подразделенийĕсен, предприятипе организаци ертỹçисем хутшăнчĕç. Канашлура паянхи куншăн актуаллă ыйтусене пăхса тухрĕç. Çурт-йĕр-пе коммуналлă хуçалăх хĕле мĕнле хатĕрленнине, çырмасемпе кỹлĕсенче хăрушсăрлăха сирессине, хĕл сиввисем пуçланиччен çулленех кĕрхи çанталăкра вируслă инфекци (ОРВИ) е грипп ересрен профилактика ĕçĕсем ирттерессине хускатрĕç.

Чи малтанах район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Николай Краснов организацисемпе предприятисем кăçалхи хĕле епле хатĕрленни çинчен чарăнса тăчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен плана лартнă тĕллевсене пурнăçланă.

Çавăн пекех район больницин тĕп врачĕ Галина Петрова грипран хỹтĕленес профилактика еплерех пынипе паллаштарчĕ. Вируссене хирĕç кĕрешмелли препаратсем çителĕклĕ илсе килнĕ. Анчах хăш-пĕр ялта пурăнакансем прививкăна хирĕçлеççĕ иккен. Акă сăмахран, Ыхра Çырми, Çĕньял, Чемен ял тăрăхĕ- сенче ял халăхĕн 20-27 проценчĕ кăна тутарнă.

Канашлура шăхăша яракан тепĕр ыйтăва та пăхса тухрĕç. Вăл район хыснине кĕрекен налук пирки пулчĕ. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи ра- йонсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов укçа кĕресси иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен начартарах пынине пĕлтерчĕ. Куршĕ Елчĕк, Комсомольски районĕсенче кăтарту аванрах. Налук сахалтарах тỹлес тесе хăш-пĕр хуçалăхра ĕç укçисене пĕчĕккĕ кăтартаççĕ. Вячеслав Александрович вĕсене ятранах каласа тухрĕ: "Хастар", "Чемен", "Колос", "Югель". Вĕсенче вăй хуракансен шалăвĕ пĕр пин тенке яхăн анчах.

"Çак ĕçе ыранах кирлĕ пек йĕркелемелле. Саккун пуриншĕн те пĕр пулмалла, ăна кашнийĕн пăхăнмалла", _ терĕ Р. Селиванов ыйтусене пĕтĕмлетсе.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика