АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туризм ялсене аталанма пулăшĕ

11 ноября 2016 г.

 Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов район территоринче туризма аталантарасси пирки канашлу ирттернĕ. Унта Э. Бах- мисов краевед, кăнтăр районĕсен зоотехник-консультанчĕ Н. Пирожков, Шăнкăртамри М. Валеев предприниматель, райадминистрацин социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай специалисчĕ П. Логунова хутшăннă.

Çавра сĕтел хушшинче ял, этнографи туризмне аталантармалли плансем, Юхмапа Пăла тăрăхне курма килекенсемшĕн интереслĕрех вырăнсем тупасси пирки, çакă çитес çул Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май пушшех те пĕлтерĕш- лине сỹтсе явнă.

Э. Бахмисов Пăла тăрăх туристсен маршрутне йĕркелеме сĕннĕ. Çавăн пекех этнокультура ялне туни, унта çĕр пỹртрен пуçласа паянхи кунччен сăнлакан пурнăçа, районта пурăнакан халăхсен йăли-йĕркине кăтартса пани куракансемшĕн кăсăклă пуласси пирки чарăнса тăнă.

М. Валеев Шăнкăртам ял тăрăхĕнче ял туризмне йĕрелесен аваннине, кунта курмалли, историллĕ палăксем, вырăнсем нумаййине каланă.

Чылай çул вĕлле хурчĕсене ĕрчетессипе ĕçлекен Н. Пирожков утарçăн проектĕнче те кирлĕ шухăш нумай. Николай Петрович районта "Пыл хули" тăвасси пирки ĕмĕтленет.

Район администраци пуçлăхĕ кашнин шухăшне ырласа йышăннă. Çак проектсене пурнăçлама пĕрле килĕштерсе ĕçлемеллине, активистсене явăçтармаллине палăртнă.

Канашлăва хутшăнакансем район территорийĕнче ял туризмне аталантарни пĕчĕк ялсене сыхласа хăварма, йăла-йĕркене упрама, халăха валли ĕç вырăнĕ хушма, тăван тавралăха сыхлама пулăшнине пĕлтернĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика