11 ноября 2016 г.
Ноябрĕн 8-мĕшĕнче районти депутатсен черетсĕр Пухăвĕ иртнĕ. Унта пĕр ыйту _ кăçалхи район бюджетне улшăнусем кĕртесси _ пулнă.
Хальхи вăхăтра ЧР Патшалăх Канашĕн ĕçĕнче ЧР бюджетне улшăнусем кĕртесси пирки Саккун проекчĕ пур, унта пирĕн района субвенци, субсиди тата ытти валли 18 млн тенкĕ хушса пама пăхса хăварнă. Республикăран килекен укçана туллин тата кĕске вăхăтра усă курас тĕллевпе депутатсем черетсĕр Пуху ирттернĕ те ĕнтĕ.
Çак укçапа район бюджечĕ 19,6 млн тенкĕ е 3,5 процент ытларах пуянланать. Район бюджечĕн тупăшлă пайĕ кăçал 587,2 млн тенкĕпе танлашнă. Малтан çирĕплетнинчен 14 процент ỹснĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)