11 ноября 2016 г.
Раççей Федераци Правительствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Ене 7 шкул автобусĕ килнĕ. 17 вырăнлă техника çинче тахограф пур, ГЛОНАСС системăпа çыхăнтарнă.
Çĕннисемпе 2007 çулта кăларнă автобуссене улăштарма шут тытнă. Телее вĕсенчен пĕри пирĕн района та тивĕçнĕ. Унăн çăра уççине Тутар Сăкăтĕнчи шкул директорĕ Г. Сабитова илнĕ.
"Çĕнĕ техникăна эпир тахçантанпах кĕтнĕ. Шкул та тин хута янăскер пирĕн. Савăнăçăмăр иксĕлми халĕ. Ют ялсенчен çỹрекен ачасене турттарăпăр унпа. Занятисене илсе çỹренисĕр пуçне техникăпа культура тата спорт мероприятийĕсене тухса çỹренĕ чухне те усă курăпăр. Шкул команди мини футболпа, шахматпа, тенниспа районти ăмăртусенче малтисен йышĕнче. КВНра та палăрчĕ",_ тет Г. Сабитова.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)