АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пакунлă, апла пулсан яваплă

11 ноября 2016 г.

Район пуçлăхĕ М. Петров тата район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсемпе ветеранĕсене саламланă май полици профессийĕ çĕршывра чи сумлисенчен пĕри пулнине палăрт - нă. Патăрьел тăрăхĕнчи шалĕçпай сотрудникĕсем çĕршыври "Хĕрỹ вырăнсенче" пулса ытти регионсенчи халăхăн лăпкăлăхне хỹтĕленĕшĕн, унтан паттăрлăхпа, хăюлăхпа, ĕçе парăннипе палăрнăшăн тав тунă. Професси уявĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, çитĕнỹсем, суннă. Хăйсен професси уявĕ ячĕпе çак кунсенче ăшă салама тивĕçлĕ çынсенчен пĕрисем _ полици сотрудникĕсем. Районти йĕркелĕхпе тăнăçлăхшăн, лăпкă та телейлĕ пурнăçшăн талăкĕ-талăкĕпе куç хупайман хурал ĕçченĕсен умĕнче паян пуç таймалăх та, вĕсен пархатарлă та çăмăл мар службишĕн тав тумалăх та пур.

Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн "Батыревский" муниципаллă уйрăмĕнче 106 сотрудник вăй хурать. Вĕсенчен 72-шĕ Патăрьелĕнчи, 34-шĕ Шăмăршăри шалти ĕçсен пайĕсенче. Коллективра хăйсен çăмăл мар ĕçĕнче пĕр пăт "тăвар" çинисем те пайтах. Акă, начальник çумĕ _ полици начальникĕ А. Алексеев подполковник, А. Кошкин, В. Эриванов полици майорĕсем, районти полици начальникĕн çумĕ, шалти ĕçсен службин подполковникĕ С. Селиванов, оперативлă дежурнăй çумĕ М. Уруков прапорщик, следстви уйрăмĕн начальникĕ Н. Соснов подполковник, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ В. Кузнецова подполковник, штаб инспекторĕ, шалти ĕçсен службин капитанĕ Т. Борисова тата ыттисем те йĕрке хуралĕн присягине нумай пулмасть çеç йышăннисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ.

Сăмах май каласан, юлашки çулсенче полицейскисен йышне çамрăксем хутшăнни те кăмăллă. Кăçал çеç А. Бельдековпа А. Никифоров пакунлисен тумне тăхăннă. Тĕрĕслев срокне ăнăçлă ирттерсе янă хыççăн пĕри участокри уполномоченнăйĕнче, тепри çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмра хăйсен професси ăсталăхне малалла туптĕç.

Район полицийĕн оперативлă ĕçĕ-хĕлĕнче ытти уйрăмсемпе пĕрлех участокри уполномоченнăйсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра вырнаçнă 19 ял тăрăхĕнчи 56 ялшăн вунă участковăй яваплă. Тĕрĕссипе, вырăнти халăхшăн участковăйсем "хреснай ашшĕ" вырăнĕн- чех. Пĕри кил-тĕрешри кашăк-чашăк шăкăртатнăшăн кăмăлсăр, тепри кỹрши ун пахчине кĕрсе кайнишĕн евитлет, виççĕмĕшĕ çемьери килĕшỹ çуккишĕн пулăшу ыйтма килнĕ тата ытти те... Анчах уполномоченнăй яланах ырă та çепĕç кăмăллă пулаймасть. Граждансем кирек мĕнле ыйтупа вĕсен патне килсен те принциплăх, профессилле ăсталăх тĕп вырăнта пулмалла. Çак пайра та ку тĕлĕшпе шурсухалсем çук мар. М. Кудряшов, Р. Валитов, Ф. Бикчурин аслă участковăйсен халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме опычĕ çителĕклĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика