11 ноября 2016 г.
Раççейре ялсенчи чи лайăх шкулсен ТОП-200 йышне палăртасси йăлана кĕчĕ. Рейтинга Раççей Вĕренỹпе ăслăлăх министерстви пулăшнипе Мускаври математика вĕрентĕвĕн центрĕ йĕркелет. Тĕпчев кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртрĕ. Хаклавра тăххăрмĕш классен патшалăх тĕп экзаменĕсен кăтартăвĕсене, олимпиадăра çĕнтернисен йышне (Раççей, республика шайĕнче), пуçламăш классен вĕренỹ пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хунă. Юлашкинчен асăнни иртнĕ вĕренỹ çулĕнче тăваттăмĕшсем Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене çырнипе тỹрремĕнех çыхăннă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ виççĕмĕш хут çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕ. Çак критерисем иккĕмĕш вăтам шкулта мĕнлерех-ши? Ыйту хуравне тупас тĕллевпе В. Думилина (сăн ỹкерчĕкре) шкул директорĕпе сăмах пуçартăмăр. Валентина Витальевна калаçăва тỹрех çавăнтан пуçларĕ те.
_ Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче тă- ваттăмĕш класра 33 ача (паралельлĕ класчĕ) пĕлỹ пухрĕ. Тĕрĕслев ĕçĕсене пурте лайăх çырчĕç.
Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене те çỹллĕ шайра тытаççĕ пирĕн выпускниксем. Вырăс чĕлхипе вăтамран вун пĕрмĕшсем 75 балл ытла, профильлĕ математикăпа 52 балл ытла пуçтарма пултарчĕç. Обшествăпа, химипе, физикăпа та япăх мар. Вĕренекенсене çак предметсемпе Л. Курманаева, Н. Агеева, Н. Чумерин учительсем пĕлỹ пачĕç.
Алла аттестат илнисем малалла та хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлама тăрăшаççĕ. Вĕренсе тухнисен ытларах пайĕ Чăваш патшалăх тата педагогика университечĕсенче пĕлỹ пухаççĕ.
_ Малта пыракан позицие йышăннипе эсир тата пĕрремĕш вăтам шкул наци реестрне кĕни çинчен пĕлтерчĕç вĕрентỹ министерствинчен.
_ Тĕрĕсех. Вĕрентекенсем ачасен пĕлỹ шайĕ тивĕçлĕ пултăр тесе сахал мар вăй хураççĕ. Шкул тапхăрĕнчи олимпиадăсем (21 предметпа) иртрĕç. Халĕ ачасене район шайне тухма хатĕрлеççĕ. Унта çĕнтерỹçĕсем пулса республикăна каясса ĕмĕтленетпĕр.
_ ППЭ çывăхах мар-ха, çавах вун пĕрмĕшсен часах вырăслипе сочинени çырмалла.
_ Çапла. Методика сĕнĕвĕсем тухнă. Темисем кăштах паллă. Сочинени çырма кашни ача хутшăнать.
_ Сирĕн шкулта 11 класра вĕренекенсем ытларах физикăпа химие тарăнрах алла илес тĕллеве лартнă.
_ Пулас выпускниксен класĕ çак предметсене кăмăлланăран вăл. Çавна май вĕренỹ планĕпе килĕшỹллĕн çак предметсемпе хушма занятисем иртеççĕ. Консультацисем пулаççĕ.
_ Ют чĕлхепе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытасси ирĕклĕ. Маларах сирĕн шкултан унпа пĕри çеç хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Малашлăхра пурин те экзамена кĕмелле пулать.
_ Акăлчан чĕлхине вĕрентекен Н. Сельцова, Т. Щукина, Т. Алексеева учительсем ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Шкулти педагог предмет вĕрентекенĕ кăна мар-çке, ачан çут çанталăк панă пултарулăхне уçма, ăсталăхне аталантарма пулăшакан та. Чĕлхене пĕлни пурне те кирлĕ.
_ "Орленок" тата "Зарница" вăйăсенче район шайĕнче малти вырăнсене йышăнни çарпа патриотла воспитани парассипе нумай ĕçленине çирĕплетет.
_ Ку енĕпе В. Антипов вĕрентекенĕн тăрăшулăхĕ пысăк. Çарпа патриот клубĕн членĕсем республикăри ăмăртусенче ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
_ Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма май паракан спорт мероприятийĕсем тата ытти çинче чарăнса тăрар-и?
_ Аслă классен команди шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн ра- йонта ирттернĕ футбол вăййинче çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Хоккеистсем çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ. Шыв-ра ишсе ăмăртакансем йышлă. "Нацисен кросне", "Йĕлтĕр йĕрĕ" чупусене пысăк йышпа хутшăнатпăр. "Авангард" хаçат призĕшĕн пынă ăмăртура та çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Шкулта музыка тата ỹнер шкулĕсен филиалĕсем ĕçлеççĕ. Кам мĕнле секцине, кружока çырăнать вĕт.
_ Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ те пур. Пĕри район администраци пуçлăхĕн, улттăшĕ Чăваш Республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ.
_ Тивĕçлĕрен хакланă вĕсене. Кăçал та сĕнмелли кандидатсем пур-ха.
_ Воспитани парасси _ пĕрлехи ĕç. Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура-тăр?
_ Пĕрлехи мероприятисене, экскурсисене, çул çỹревсене тухаççĕ, пухусене килсе çỹреççĕ. Вĕсен пулăшăвĕ те курăмлă. Акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн ертỹçи П. Ялуков кирек хăçан та алă тăсса пама хатĕр. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пĕр кабинетăн урайне улăштарма пулăшрĕ. Пĕрлешỹре ĕçлекенсен ачисем валли хăтлăх кирлине туять. Каçсерен тата ял çамрăкĕ-сем спортзала волейболла выляма çỹреççĕ. Ачасем аслисенчен кунта та ырă тĕслĕх илеççех.
Шкулти кадрсен ăсталăхĕ те пур. Çамрăкла вĕренни чул çинче, теççĕ. Çавăнпа ачасен вĕренмелле те вĕренмелле.
_ Эппин, ăнăçусем сире.
А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)