18 ноября 2016 г.
Тĕнчере тăван кĕтесрен, çĕртен, халăхран хакли нимĕн те çук тесе ахаль каламан пуль ваттисем. Вĕсене хаклассине вара ламран-лама тытса пыни те вырăнлă. Ку енĕпе Шăнкăртамсене ырăпа палăртса хăва- рас килет. Пĕр-пĕр курăмлă ĕç пуçарас пулсан та ăнланулăхĕ пысăк. Малашлăха кура пурăнма ĕмĕтленеççĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ. Çакна "Авангард" хаçатăн октябрĕн 14-мĕш номерĕнче пичетленнĕ А. Самакинăн "Шăнкăртамсенчен тĕслĕх илмелĕх пур" хаклавĕ те çирĕплетет. Чăнах та, вĕренмелли нумай. Вĕсем çуркунне çитсенех урамри йывăçсене тирпейлĕн касаççĕ, çỹп-çапа çийĕнчех пуçтараççĕ, тунисене шуратаççĕ, электричество юписене те сиктерсе хăвармаççĕ. Аслă çул хĕрринче пурăнаççĕ пулсан та урамра пĕр чăх, кăвакал, хур курай- мастăн. Тимĕр-тăмăр куписем те выртмаççĕ. Хуçалăхсен, обществăлла çуртсен умĕнче çуллахи вăхăтра чечексем ешереççĕ.
Çак ĕçсем пĕр-пĕрне ăнланнипе пулса пыраççĕ. Шăнкăртам ял тăрăхĕн ертỹçи, старос- тисем, депутатсем ĕçлени республика шайĕнче те курăнать. Референдум ирттерчĕç вĕсем: ял ыйтăвĕсене тивĕçтермелли пĕчĕк налука _ сулăм укçине 2017 çултан килĕрен пиншер тенкĕ пухма килĕшрĕç. Хамăр пурăнакан вырăнсенче çулсене юсас, кĕперсене тирпейлĕ тытас, çỹп-çапа вăхăтра илсе тухас, урамсене çутăпа тивĕçтерес ĕçсенче нумай улшăну тăваççĕ. Укçа-тенкĕсĕр вĕсене кирлĕ шайра тытса тăма май çуккине тĕрĕс ăнланаççĕ.
Укçа-тенкĕ кирлĕ ĕçе кайтăр тесен ял тăрăх çумĕнче ветерансен канашне йĕркелесен аван пулмалла. Ун пек чухне пухăннă кĕмĕл пур-çук япалашăн, тарăннăн шутласа пăхмасăр, тепĕр çынна юрассишĕн саланса пĕтмест. Халăхра та шанманлăх шăв-шавĕ çĕкленмест. Çакăн пек чухне ял, район кашни кун, çулсерен илемленсе, тирпейленсе пырасса шанас килет.
В. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)