АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнисĕр малашлăх çук

18 ноября 2016 г.

Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов Кокель пленэрĕн координаторĕпе, культурологи докторĕпе, истори наукисен кандида- чĕпе В. Васильев профессорпа, Чăваш Республикинчи профессионаллă ỹнер искусствин йĕркелỹçин мăнукĕн ачипе Н. Сергеевпа, Раççей Федераци- йĕнчи дизайнерсен союзĕн членĕпе, Çĕнĕ Шупашкарти историпе художество музей-комплекс директо- рĕпе А. Ильинпа тĕл пулчĕ. Çавра сĕтел хушшинчи калаçăва район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ П. Логунова тата "Çăкăр" музей директорĕ О. Гусарова та хутшăнчĕç. Сăмах музейсен ĕçне йĕркелесси, А. Кокель çуралса ỹснĕ çурта реставрацилесси, унăн картинисен галерейине уçасси, Турханти культура çуртне тĕпрен юсасси çинчен пычĕ. Рудольф Васильевич ку енĕпе умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Хăнасем "Бизнес-инкубатора" çитсе унта коридорта А. Кокель пленэрне хутшăнса тунă ĕçсен картина галерейине уçас ыйтăва çĕклерĕç. "Çăкăр" музе- йĕнчи экскурси те кăсăклă пулчĕ. Иртнĕ ĕмĕрти вăрçă хыççăнхи тапхăра, килсенче çăпата мĕнле хатĕрленине аса илчĕç. Сĕнỹсемпе хаклав кĕнекинче çĕнĕ шухăшсем çурални çинчен йĕркесем те çырăнчĕç.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика